Киревсĕр ĕçшĕн айăпланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2020, 11:35 Просмотров: 279

Мăн Турханти 55-ри арçын йĕрке хуралçисене хирĕç вăйпа усă курнăшăн суд тенкелĕ çине ларни пирки хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ.

Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, халĕ суд айăплав приговорĕ кăларнă, ăна 1,5 çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă.

Поселокри пĕр кафере обществăлла йĕркене пăснă-мĕн вăл. Çакăншăн ăна, ÿсĕрскере, полици пайне илсе кайнă. Хăйĕн тĕлĕшпе тĕпчев пынă чух арçын ведомствăна пăхăнман хуралăн пĕр сотрудникне сăмсаран çапнă, теприне – алăран. Çапăçакана наручниксемпе пăркăчласа чарнă. Каласа хăвармалла, ăна вак-тĕвек хулиганла ĕçшĕн 1 пин тенкĕ штраф та хунă.

Кунсăр пуçне, Вăрнар район сучĕ экзамена «электронлă шпаргалкăпа» пынă арçынна та айăпланă. Вăл вăрттăн камера пулăшнипе ГИБДД экзаменне çăмăллăн тытма ĕмĕтленнĕ, анчах май килмен. Видеокамера объективĕ пĕчĕк тата ăна пытарнă пулин те, автоинспекторсем Муркаш арçынни хăйсене улталама хăтланнине сиснĕ, следствипе оперативлă ушкăна чĕнсе илнĕ.

Вăрнар район сучĕ следствин айăплав пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшсе арçынна 10000 тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика