Влаç яваплăрах пулĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.03.2020, 13:49 Просмотров: 228

Регионсен саккун кăларакан органĕсем РФ Конституцине тÿрлетÿ кĕртесси çинчен калакан «Уçă влаç йĕркелĕвĕн тата ĕçĕн уйрăм ыйтăвĕсене йĕркелессине лайăхлатасси çинчен» саккуна ырланă.

Çав шутра – Чăваш енĕн Патшалăх Канашĕ те: депутатсем хăйсен позицине иртнĕ эрнере вĕçленнĕ сессире палăртнă. Анчах тÿрлетÿсен шăпи тĕлĕшпе пăнчă лартнă теме ир: йăлтах пĕтĕм халăх сасăлавĕ татса парĕ. Çавна май Тĕп саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусене кăшт тĕплĕнрех тишкерни те вырăнлă.

Конституцин 3–8-мĕш сыпăкĕсене «тÿрлетекен» саккун проектне пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Патшалăх Думи виççĕмĕш вулавпа йышăннă, Федераци Канашĕ ырланă.

Тÿрлетÿсем чи малтан социаллă ыйтусене тĕпе хураççĕ, çавна май çĕнелнĕ Конституци Раççей социаллă патшалăх пулнине çирĕплетĕ. Çĕнĕ нормăсем патшалăхăн граждансен умĕнчи социаллă обязательствисене гарантилеме тивĕç. Çак йĕрке Раççейри чухăнлăха чакарма пулăшĕ.

Çĕнелнĕ Конституци граждансен хÿтлĕхне вăй парĕ – ку енĕпе влаç яваплăхне çирĕплетĕ. Тÿрлетÿсем çемьене, ачасене, ача амăшне хÿтĕлессине мала кăларни çинчен каланă май вĕсем «пирĕн граждансен пурнăçне лайăхлатассине тĕпе хунине» палăртать. Çывăх çыннисен тĕревĕсĕррисене вара – тăлăх ачасене, хевтесĕр ватăсене – патшалăх пулăшма тивĕç.

Нумай калаçу çуратнă тÿрлетÿсенчен пĕри – Конституцире Турра асăнни пуласси: «Раççей Федерацийĕ, пин çулхи историпе пĕтĕçнĕскер, пире Турă идеалĕсене ĕненÿ панă мăн асаттесемпе çыхăннă астăвăма упраса патшалăхăн истори шайĕнче йĕркеленнĕ пĕрлĕхне йышăнать». Сăмах саманасен истори çыхăнăвĕ, çĕршыва пĕтĕçтерекен халăхсем пирки пырать. Унашкаллисен шутĕнче – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене асра тытасси, историе фальсификациленине татăклăн хирĕçлесси. Кунтах – вырăс чĕлхин статусне тата Раççейĕн чĕлхесен тĕрлĕлĕхне çирĕплетекен положени.

Тÿрлетÿсем Раççей суверенлăхне çирĕплетнипе те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕнче шайĕнчи правăна тĕпе хурса çĕршывăмăра явап тыттарни пайтах. Малашне апла пулмĕ: çав нормăсем Раççей правине хирĕçлеççĕ-тĕк – пирĕн саккунсем аслăрах пулĕç.

Влаç çирĕпрех тата яваплăрах пулĕ. Малашне РФ Правительствин Председательне, унăн заместителĕсене, вăй тытăмĕсен ведомствисен ертÿçисене Президент Патшалăх Думи çирĕплетнĕ хыççăн кăна уйăрса лартма пултарĕ.

Пысăк шайри чиновниксем тенĕрен, вĕсем тĕлĕшпе те требованисем çирĕпленеççĕ. Çавăн пекех Раççей Президенчĕн должноçне çĕршывра 25 çултан кая мар пурăннă, ют çĕршыв гражданлăхĕ çук çынсем кăна йышăнма пултарассине палăртни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чиновниксем, регионсен чи аслă должноçри çыннисем, депутатсем, судьясем, ытти категори тĕлĕшпе палăртнă требованисем те вырăнлă. РФ премьер-министрĕн, унăн заместителĕсен, федераци министрĕсен, РФ субъекчĕсен должноçри аслă çыннисен, Федераци Канашĕн членĕсемпе Патшалăх Думин депутачĕсен, судьясен те ют çĕршыв гражданлăхĕ, иккĕлле гражданлăх, чикĕ леш енче куçми пурлăх пулмалла мар. Ку патшалăх хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тÿррĕнех çыхăннă.

Çакнашкал чарусем тĕнчери çĕршывсенчен ытларахăшĕнче пур. Чиновниксем патриотсем пулма тивĕç. Тăван çĕршывшăн ĕçлекен пĕрлехи команда пулмалла. Камăн «саппас аэродром» пур – унашкаллисем йывăр самантра тăван халăха пăрахасси, ют çĕршыва тухса каясси те часах. Çĕршыв пуласлăхĕ çавăн пек çынсен аллинче пулма пултараймасть.

Чăваш ен парламентĕнче федерацин оборонăпа хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемшĕн яваплă çыннисемпе пĕрлех регионсен прокурорĕсене те РФ Президенчĕ парламентăн çÿлти палатипе канашланă хыççăн уйăрса лартассине ырлаççĕ. Республика прокурорĕн республика Пуçлăхĕн куçĕнчен пăхмалла мар.

38 депутат майлă сасăланипе республика парламенчĕ тÿрлетÿсене ырланă. Çапах тытăнса тăнисем те пулнă – коммунистсен фракцийĕ.

«Терешкова тÿрлетĕвĕ» (ăна Думăра Чăваш ен кинĕ Валентина Терешкова сĕннине кура) ят пама ĕлкĕрнĕ улшăну пирки Владимир Путин Президент хăйĕн шухăшне уçăмлă палăртнă ĕнтĕ. Вăл çак сĕнĕве Конституци сучĕ хакламаллине палăртнă – унтан тин тÿрлетĕве «симĕс çутă» парĕç. Çапах ЧР Патшалăх Канашĕн тĕп йышĕн ку енĕпе те позицийĕ уçăмлă: халь ĕçлекен Президента патшалăхăн чи аслă должноçне татах суйланма ирĕк пани çĕршыври тăнăçлăха та, Раççейĕн тĕнче шайĕнчи сумне те упраса хăварма пулăшĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика