Ятарлă рейдсем вăхăтĕнче кăна мар, кунсеренхи çул-йĕр асăрхавĕнче те автоинспекторсем ÿсĕр водительсене палăртассине тимлĕхрех тытаççĕ.
Анчах çавăн пек явапсăр, çынсемшĕн хăрушлăх кăларакан водительсем, шел те, сахал мар тупăнаççĕ. Нумаях пулмасть районта та ÿсĕрле çул çине машинăпа тухнă водительсене чарнă: пĕр кунта тÿрех икĕ çынна.
«Пĕрне ГИБДД сотрудникĕсем Кульцав ялĕнче чарнă. 25-ри водитель инспекторсем чарăнма ыйтнине пăхмасăрах малалла вĕçтернĕ. Ахальтен тарса пытанма хăтланман ĕнтĕ вăл, çамрăкăн водитель прависем те пулман. Йĕрке хуралçисен саккунлă ыйтăвĕсене пăхăнманшăн, транспортпа ÿсĕрле тата правасăр çÿренĕшĕн ун тĕлĕшпе административлă материалсем пухнă. Автомобиль штрафстоянкăра.
Тепĕр водитель вара Вăрнар урамĕнче çакланнă. ВАЗ-2105 автомашинăна çул-йĕр инспекторĕсем çурçĕр иртсен чарнă. Тĕрĕслев 28-ти водителĕн удостоверени çуккине кăтартнă. Эрех ĕçнине е ĕçменнине палăртма сĕннĕ медицина тĕрĕслевне тухма та хирĕçленĕ вăл. Çул çинчи йĕркене пăснă ку тĕслĕхпе те административлă ĕç пуçарнă», _ хыпарлать Чăваш патшалăх автоинспекцийĕн пресс-служби.
Ирина ЯковлеВА.
Ноябрь 2024 |