Туллин тивĕçтермен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.03.2020, 13:19 Просмотров: 299

Ĕç сыхлавĕн саккунĕсене пăсни çинчен пĕлтернĕ тăрăх, район прокуратури «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕрĕслевсем ирттернĕ.

Чăнах та, ку сферăра саккуна пăсни çирĕпленнĕ. Сăмахран, «Победа» хуçалăхра ĕçлекенсене уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсемпе (ятарлă тумтирпе, атă-пушмакпа тата ыттипе) туллин, нормăпа кирлĕ пек, тивĕçтермен. Çапла майпа вĕсен хăрушсăрлăх тата гигиена требованийĕсене тивĕçтерекен условисенче ĕçлемелли прависене уяман.

Тупăннă çитменлĕхсене кура прокуратура «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă. Материалсене Чăваш енри Патшалăх ĕç инспекцине пăхса тухма янă. Кунсăр пуçне ĕç сыхлавĕн саккунĕсене пăснă тĕслĕхсене пĕтерме хушса хуçалăх ертÿçи ячĕпе представлени те тăратнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика