Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Манăн мăшăр виçĕ çул каялла питĕ йывăр чирлесе ÿкрĕ. Шупашкарти онкологи центрĕнче ăна операци туса çăлса хăварчĕç.
Мăшăрăма иккĕмĕш ушкăнри инвалида куçарчĕç. Анчах та пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче чир каллех хăйĕн çинчен асилтерчĕ, арăмăн сывлăхĕ хавшама пуçларĕ. Вăл район тĕп больницин хирурги уйрăмĕнче те сипленчĕ. Михаил Калачев тухтăр, медсестрасем мăшăрăн сывлăхĕшĕн хытă тăрăшрĕç-ха, анчах та чир вăйлăрах пулчĕ. Мăшăрăм кунран кун имшерленсех пычĕ. Малтанах Ираида Отрыванова тухтăр ыратнине лăплантаракан эмел те çырса пачĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл та пулăшма пăрахрĕ.
Сывлăхĕ йывăрланнăран район тĕп больницинче каллех пулăшу ыйтма тиврĕ. Анчах та ман мăшăр соцпакет илме килĕшменрен ăна ыратнине чаракан препаратпа тивĕçтермелле мар тесе çирĕплетрĕç. Çывăх çыннăм темиçе кун асапланчĕ. Манăн чĕре çав тери хытă ыратрĕ.
Ырă çынсем мана «вĕри линипе» çыхăнма сĕнчĕç, Шупашкара 8-966-249-49-96 телефон номерĕпе шăнкăравларăм. Тинех лав вырăнтан тапранчĕ. Мăшăра ыратнинчен укол турĕç. Шел те, шала кайнă чире пула çывăх çыннăмăрăн кун-çулĕ икĕ эрне каялла вăхăтсăр татăлчĕ. Лăпкă çывăр, юратнă мăшăрăм. Санăн çутă сăнарна хамăн чĕрере ĕмĕр-ĕмĕр упрăп.
Мăшăрăм хăшпĕр тухтăрсен явапсăрлăхне пула терт-асапне сахал мар курчĕ. Ыратнăран 3_4 талăк кăшкăрчĕ. Сывлăх хуралĕнче тăракансен Гиппократа тупа пани çинчен манас марччĕ. Медицина этикин «Сиен ан ту» правилине яланах асра тытасчĕ.
А.Лизоров.
Уйкас Явăш.
Ноябрь 2024 |