Чылай çулхи лару-тăру кăтартнă тăрăх, çуркунне пушарсен шучĕ тăрук ÿсет. Çакă ăшă, типĕ çанталăк йĕркеленсенех курăк е çÿп-çап çунтарнипе те тÿррĕн çыхăннă.
Çав вăхăтра вăрмансенче пушарсем алхасма тытăнас хăрушлăх та пысăк. Тата, шел те, çуркунне хытхурана çын пурăнакан вырăнсенче çунтарнăран, кăвайтсем чĕртнĕрен çуртсемпе хуралтăсенчен кĕл купи кăна юлни те сайра мар.
Çурхи хытхурапа типĕ курăк тăрăх вут-çулăм ялан тенĕ пекех çын айăпĕпе ашкăрса сарăлать. Ятарласа чĕртни çеç мар, асăрхавсăр хăварнă кăвайт, сÿнмен чĕлĕм тĕпĕ, юсавсăр техникăран тухнă хĕлхем е ытти те çав тери хăрушă. Лару-тăру вара тĕрĕслеврен тухма пултарать, анлăрах та анлăрах территорисене пĕр шелсĕр йышăнать.
Инкексемпе кĕрешмелли пĕр тĕп мел çеç – вĕсене асăрхаттарасси. Çавăнпа пурне те хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма сĕнетпĕр: уйсенчи курăка тĕрĕслевсĕр ан çунтарăр; тĕмсемпе йывăçсем, çуртсемпе хуралтăсем çумĕнче хытхурапа çÿп-çапа чĕртсе ан ярăр; ялкăшакан кăвайта тимлĕхсĕр ан хăварăр тата ача-пăчана шăрпăкпа ашкăнма чарăр, çулăм сиенне ăнлантарăр.
Типĕ ÿсентăрана çунтарса тасатнă чух уямалли хăрушсăрлăх мерисене Пушара хирĕçле уйрăм йĕркен Правилисемпе çирĕплетнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн лаптăксене (ял хуçалăх çĕрĕсемсĕр пуçне) çилсĕр çанталăкра çак условисенче чĕртме ирĕк параççĕ:
– участок çывăхри хÿтĕлев объектĕнчен 50 метртан çумарах пулмалла мар;
– лаптăка тавралла 25–30 м сарлакăш типĕ вут-шанкăран, йывăç çÿп-çапĕнчен е ытти çунакан материалтан тасатмалла тата 1,4 метртан ансăр мар сухаласа тухмалла;
– типĕ курăка çунтаракансене пушара сÿнтермелли пĕрремĕшле хатĕрсемпе тивĕçтермелле.
Район çыннисене çак тапхăрта питĕ тимлĕ пулма ыйтатпăр. Пушар хăрушсăрлăх правилисене çăмăлттайла пăхăнманни е вĕсем çинчен манни синкер патне çитерессине асра тытăр. Чрезвычайлă тата инкеклĕ лару-тăрусенчен сыхланасси сирĕнтен нумай килет. Кунсăр пуçне йĕркене пăсакансене административлă явап тыттарни пирки те асăрхаттармалла. Штраф виçи граждансемшĕн 2–3 пин тенкĕпе танлашать, должноçри çынсемшĕн – 6–15 пин тенкĕ. Предпринимательсене вара 20–30 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене 150–200 пин тенкĕ тÿлеттереççĕ.
Асăрхав тата
профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕ.
Ноябрь 2024 |