2018 çулта район сучĕ «Мунчапа прачечнăй комплексĕ» МУП директорĕ пулнăскере айăпласа при-говор кăларнăччĕ. 4,5 çул «панăччĕ» арçынна ун чухне.
Вăл служба вырăнĕнче киревсĕр ĕçсем туни паллă пулчĕ. Хаçатра та çырнăччĕ çакăн пирки. Халĕ, ак, суд палăртнă вăхăт иртсен те арçын ирĕке тухасси иккĕлентерет. Ăна тепĕр икĕ эпизод тĕлĕшпе айăплав тăратнă. Уголовлă ĕçе следовательсем тĕплĕн тишкернĕ, айăплав пĕтĕмлетĕвне прокурор çирĕплетнĕ хыççăн суда янă. Ку тĕслĕхсенче те директор пулнăскер предприяти «енчĕкне» хăйĕннипе пăтраштарнă тесе шутлаççĕ.
«Следстви тишкернĕ верси тăрăх, халĕ айăпланакан арçын 2014 çулхи октябрьте-декабрьте 60 пин тенкĕ йăкăртнă. Укçана вăл кассăран вутă туянма тесе илнĕ, анчах предприятие нимĕн те тиесе килмен.
Унсăр пуçне, 2015 çулхи декабрьте вăл предприяти счетĕнчен банк картти çине 65 пин тенкĕ куçарнă. Вĕсемпе кайран хăйне кирлĕ пек усă курнă.
Уголовлă ĕçе тишкернĕ май следовательсем район администрацине те представленипе тухнă. Ертÿлĕхе çакăн пек преступленисене тума май паракан сăлтавсене пĕтерме хушнă», – пĕлтерет Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ.
Ноябрь 2024 |