Коллекторсен пĕр тĕллев – парăмсене кирек мĕнле майпа хăвăрт шыраса илмелле. Хăшĕ-пĕри саккунсăр мелсемпе усă курма та именмест.
Çакăн пек пĕр организацие нумаях пулмасть административлă йĕркепе явап тыттарнă.
– Полицин «Вурнарский» пайне Е. гражданка килнĕ, хăйне коллекторсем «сырăнса» хăшкăлтарнине хыпарланă. Кунашкал ĕçсемпе суд приставĕсен федераллă служби тимленĕ май, районти йĕрке хуралçисем пĕлтерĕве республикăри управление янă. Е. гражданка каласа панă тăрăх, пĕр общество сотрудникĕсем унăн ĕç вырăнне пынă-мĕн, тăванĕн парăмне татма ыйтнă.
Аудиоматериалтан паллă: компани сотрудникĕсем хăйсемпе паллаштарман, калаçăва çырни çинчен каярахпа кăна асăрхаттарнă. Çав вăхăтрах хĕрарăмăн коллекторсемпе хутшăнма-калаçма кăмăлĕ вуçех пулман. «Кĕтмен хăнасене те çакна тÿрех каланă вăл.
Ку пĕлтерÿпе суд приставĕсен службин республикăри управленийĕ тĕрĕслев ирттернĕ: Е. гражданкăн сăмахĕсен чăнлăхĕ çирĕпленнĕ. Административлă протокола суд пăхса тухнă. Организаци пĕрремĕш хут мар административлă явап тытнине кура, суд хальхинче 55 пин тенкĕ штраф хунă. Арбитражлă суд йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕнĕ, – пĕлтерет суд приставĕсен службин республикăри управленийĕ.
Çавăн пекех аса илтереççĕ: парăмсене шыраса илекенсем саккуна уяман тĕслĕхсем пирки Управление 8(8352)30-60-01 номерпе шăнкăравлама пулать.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |