Кадетсен йышне тăчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2020, 11:19 Просмотров: 292

Республикăра кадет юхăмĕ вăй илсех пырать. 10 çул ытла кунта «Чăваш ен кадечĕсем» ассоциаци ĕçлет. Пĕтĕмĕшле 205 кадет класĕнче 4800-е яхăн ача вĕренет. Иртнĕ эрнере Чăваш енре тата тепĕр кадет класĕ уçăлчĕ.

Ку пулăм пирĕн районти Санарпуç шкулĕнче иртрĕ: 6-мĕш класра вĕренекенсене чыслă лару-тăрура кадетсен йышне илчĕç. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул тата Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалларĕç ăна.

Уява чыслă-сумлă хăнасем çитрĕç: Денис Трофимов – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ, Эрик Васильев – полковник, Мускав хулин Пĕрремĕш кадет корпусĕн инженер службин ертÿçи, пирĕн ентеш Анна Волкова – вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ, Раççей Федерацийĕн халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ, Антонина Филимонова – ветерансен канашĕн председателĕ.

9-мĕш класра вĕренекенсем торжествăлла маршпа Раççей ялавне йăтса кĕчĕç, пурте пĕрле çĕршыв гимнне хăватлăн янраттарса уява пуçларĕç.

«Паян шкул ачасенче патриотизм туйăмне аталантарма тăрăшать, Тăван çĕршыва, халăха, çуралнă кĕтесе юратакан, хисеплекен, ырă кăмăллă, таса, çирĕп чунлă чăн-чăн патриотсем ÿстерес тесе тимлет. Анчахрах 5-мĕш класра вĕренекенсем В.Г.Михайлов ячĕллĕ çамрăк пограничниксен отрядне кĕчĕç. Паянтан 6-мĕш класра вĕренекенсем В.Я.Алексеев ячĕпе хисепленекен кадет класĕнче пĕлÿ пухма тытăнĕç», – терĕ шкул директорĕ Николай Никитич Иванов.

Хисеплĕ хăнасем кадетсене вĕренÿре малта пыма, çĕнĕлĕхсем патне ăнтăлма, спортпа туслă, чыслă кадетсем пулма хастарлăх сунчĕç. Эрик Васильев Владимир Яковлевич Алексеев янă саламлă çырăва вуласа пачĕ. Кадет формине тăхăнни, кадет пакунĕсене çакни илемлĕ, тирпейлĕ курăну анчах мар, вăл – çирĕплĕхе, ĕçченлĕхе, яваплăха туйни, хастар пулни, вĕренÿре те, класс тулашĕнчи ĕçсенче те тăрăшулăхпа палăрни.

Владимир Алексеев Çĕньял Хапăс ялĕнче йышлă та туслă, ĕçчен çемьере çуралса ÿснĕ. Санарпуç шкулĕнче вĕреннĕ, яваплăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе, ăнтăлăвĕпе, ырă кăмăлĕпе палăрса тăнă. Пĕтĕм ыррине, лайăххине ăша хывнăран пысăк çитĕнÿсем тума пултарнă. Вăл – Раççей транспорчĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Порт Коломна» АО ертÿçи.

Тăван аппăшĕсем А.Я.Волкова тата А.Я.Филимонова шăллĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕç. «Ята ямасăр, тăрăшса пĕлу тĕнчине ăнтăлма, йывăрлăхсене çĕнтерсе хăюллăн малалла утма, шкул, тăван кĕтес чысĕпе мухтавĕ пулма тăрăшăр», – терĕç вĕсем.

Ашшĕ-амăшĕсем те хавас, вĕсен ятĕнчен Т.Н.Федорова тав сăмахĕ каларĕ.

Ирина СЕМЕНОВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика