Тĕнчере хуçаланма тытăннă çĕнĕ коронавирус чирĕ чăннипех те сисчĕвлентерет. Çавăнпах ĕнтĕ çĕршыв ертÿçисем чир анлă сарăлассине асăрхаттарса çирĕп мерăсем йышăнчĕç.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин, акă, юнкун халăх патне видеочĕнÿпе тухрĕ, çитес эрне хăшпĕр органсемсĕр пуçне кану эрни пулнине палăртрĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та республика çирĕп режим çине куçнине пĕлтерчĕ, 60 çултан аслăрах çынсен карантинра пулмалли пирки йышăну турĕ.
Влаç çакăн пек мерăсене чи малтанах халăх сывлăхне сыхлассишĕн çирĕплетнĕ. Çĕршыв, республика ертÿлĕхĕ çынсене май пур таран килте ларма, гигиена правилисене пăхăнма, урамра ыттисемпе дистанци тытма сĕнет. Шел те, çынсем хальлĕхе харпăр хăйне хÿтĕлесси çине тимлĕх уйăрни сисĕнмест-ха. Массăллă информаци хатĕрĕсенче, социаллă сетьсенче хÿтĕлев мерисем пирки çивĕччĕн асăрхаттараççĕ пулин те чылайăшĕ темшĕн-çке паттăрланма хăтланать. Республикăра карантин йышăннă пулин те Вăрнар урамĕсенче аслă ушкăнри çынсем çаплипех йышлă çÿреççĕ. Коронавирус шăпах ку ÿсĕмрисене, вăрах чирпе чирлекенсене ытларах аптăратнине çирĕплетеççĕ.
Кану кунĕсене йĕркелени çак тапхăрта харпăр хăй ыйтăвĕсене татса парассипе организацисем тăрăх çÿремеллине пĕлтермест. Ку вăл – пĕрремĕшле сыхлăх мери.
Районти организацисем пурте тенĕ пекех дистанцилле йышăну çине куçрĕç. Мартăн 23-мĕшĕнчен Вăрнар район тĕп больници уçă алăксен кунĕсене, сывлăх шкулĕсене ирттерессине, ансат специалистсен мобильлĕ бригадисем тухса çÿрессине, аслă ÿсĕмри категорири çынсене, ачасене профилактикăллă медосмотрсем витĕр кăларассине хальлĕхе ирттерме чарнă.
60 çултан аслăрах çынсене чир ытларах ерме пултарать. Ют çĕршывсенчи хурлăхлă кăтартусем коронавирусран вилнĕ тĕслĕхсенче шăпах ку ÿсĕмрисем чылай пулнине палăртрĕç.
Изоляци правилисене пăсакансене, чи малтан карантинран таракансене, штраф кĕтет. Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕнче «Санитарипе эпидемиологи правилисене пăсни» çинчен калакан статьяра яваплăхăн тĕрлĕ степеньне палăртнă. Раççей Правительстви COVID-19 чире пула йышăннă правилăсене пăсакан çынсем тата юридици сăпатĕнче тăракансем тĕлĕшпе штрафсем кĕртессине пĕлтерчĕ. Ку улшăнусене административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексра палăртĕç. Штраф виçи 500 пинтен пуçласа 2 млн тенкĕ таран капашать, профессисĕр тата ирĕксĕр юлма пулать.
Харпăр хăйне хÿтĕленине нимĕн те çитмест. Çавăнпа та тухтăрсем, влаç органĕсем панă сĕнÿсене пăхăнмаллах!
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Вулакансене пĕлме! Коронавирус тĕлĕшпе «вĕри лини» талăкĕпех ĕçлет. Раççейри пĕрлехи телефон 8-800-2000-112. COVID-19 çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирленĕ тĕслĕхсене регистрациленĕ çĕршывсенчен таврăнакан граждансем валли республикăра медицина катастрофисемпе васкавлă медицина пулăшăвĕн центрĕнче «вĕри лини» ĕçлет, телефонĕ – 8(8352) 26-14-14.
Çавăн пекех Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн «вĕри линийĕ» çине шăнкăравлама пулать: ĕç кунĕсенче – 8(8352) 58-24-48, 58-51-66* ĕç вăхăчĕ мар чухне, канмалли кунсенче – 8(8352)58-53-11* йышăну пÿлĕмĕн телефонĕ – 8(8352)58-17-13.
Ноябрь 2024 |