Тупăш мĕн чухлине мар, ун çăлкуçне ыйтаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2020, 11:16 Просмотров: 454

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн бланкĕсене улшăнусем кĕртме тивнĕ: пурăнмалли тупăш çăлкуçĕсем пирки ыйтнă чухне çĕнĕ хурав варианчĕсене палăртнă.

Апла пулин те статистика валли уйрăм тупăш калăпăшĕ кирлĕ мар – ун пирки çырав листисем çинче ыйту çук, тупăш çăлкуçне кăна палăртмалла: пурăнма çăкăр туянмалăх ăçта ĕçлесе илетĕр?

Тĕслĕхрен, 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çĕршывра пурăнакан 33 миллион çын (пĕтĕм халăхăн пĕрре пиллĕкмĕш пайĕ) икĕ çăлкуçран тупăш илсе тăнине, тепĕр 2 миллионĕн виçĕ вырăнтан укçа-тенкĕ килнине кăтартнă. Хĕрарăмсем (18,7 миллион) арçынсенчен (14,2 миллион) ытларах хушма тупăш пуррине пĕлтернĕ. Хулара пурăнакансем пенсие хушма тупăш тесе палăртнă. Ялта пурăнакансем, паллах, килти хуçалăхра тимлесе хушма тупăш илеççĕ. Килти хуçалăхра ĕçлесе пурăнакансем ытти çынсен пулăшăвĕпе усă курнă, алимент илнĕ е вĕсене ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособипе тивĕçтернĕ. Пенси çулне çитнĕ арçынсем хушма хуçалăхран илекен тупăш çине шаннине пĕлтернĕ. Хĕрарăмсенчен ытларахăшĕ вара икĕ е темиçе çĕрте ĕçленине асăннă. Студентсенчен 10 проценчĕ стипендисĕр пуçне ĕçе вырнаçса укçа илсе тăнă, 70 проценчĕ вара ашшĕ-амăшĕ çине шаннă.

2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн республикăра пурăнакансенчен 64 проценчĕ пĕр çăлкуçран укçа илсе тăнă, 34 проценчĕ – икĕ çĕртен. Хĕрарăмсенчен 3 проценчĕ икĕ е виçĕ çĕртен тупăш илнĕ, арçынсем вара 1 процент кăна ĕçукçисĕр пуçне хушма тупăш пуррине кăтартнă.

Республикăра пурăнакансенчен 93 проценчĕ ĕçе кĕрĕшнĕ, урăхла каласан, организацисенче е предпринимательсем патĕнче тăрăшнă, 7 проценчĕн хăйĕн предприяти пулнă е хăй ĕç йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика