Харлаттарни лайăхах мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.04.2020, 09:35 Просмотров: 252

Пирĕн хушăра харлаттарса çывăракан нумай, хăшĕ-пĕрин сасси юнашарти пÿлĕмрен те илтĕнет. Харлаттарни мĕнпе çыхăннă-ха;

Ахаль чухне карланкăпа типпыр мышцисем тонусра пулнăран сывлав çулĕсем уçă, çавна май сывлăш чăрмавсăрах кĕрет. Çывăрнă вăхăтра вара мускулсем йăвашланаççĕ, сывлăш çулĕ пĕрĕнет. Сывлăша кĕртсе ярассишĕн çыннăн вăйпа сывлама тивет. Йывăрлăха пула çемçе тĕртемсем чĕтренеççĕ, çакна пула харлаттарни тухать те.

Карланкă парĕсем пысăкланни, сăмса хăвăлĕ кукăрăлни, сунас ерни, гайморит, сăмсара полипсем пурри тата ытти те сывлав çулĕсене хĕсет. Ытларах чухне мăнтăр çынсем харлаттараççĕ, çу тĕртемĕсем ытлашшипех пулнипе карланкă та хĕсĕнет-çке.

Эрех-сăра е ыйхă килтерекен эмел ĕçсен харлаттарасси вăйланать, мĕншĕн тесен çăвар маччин мышцисем лăнчах каяççĕ. Уйрăмах çынсем çурăм çинче çывăрнă вăхăтра харлаттараççĕ: кун пек чухне чĕлхе пыра хупласа сывлăш юхăмне куçма памасть.

Харлаттарни юнашар çынсене чăрмав кÿнисĕр пуçне сывлăхпа çыхăннă йывăрлăхсем пуррине те систерме пултарать: çывăрнă вăхăтра сывлав çулĕсем пĕрĕнни организмшăн та лайăх мар. Ÿпкене сывлăш пырасси тăруках чаксан вăхăтлăха сывлама чарăнни те – апноэ – пулать. Пĕрисем 10–30 çеккунт, теприсем 1–2 минут таранах сывламанни пулать. Сывласа янă чухне вара харлаттарни нихçанхинчен вăйлăрах сирпĕнсе тухать.

Сывлама чарăнмассерен чĕре таппи чакса пырать – тепĕр чухне минутра 25 хутчен çеç тапать. Ÿпкене сывлăш пымасан вара юн пусăмĕ хăвăрт хăпарса каять. Çакнашкал тăрук улшăнусене пула чĕре вăхăтлăха чарăнма та пултарать, хыççăн хăрушла хăвăртлăхпа тапма тытăнать.

Вăхăтлăха сывлама чарăннă самантсенче юнри кислород шайĕ чакса каять, çавна май нумайлăха кислород çитменни пулать. Ку вара ÿпкери юн çаврăнăшне ÿстерсе ярать тата чĕре таппин ĕçне пăсать.

Çывăрнă вăхăтра час-часах апноэ тÿссе ирттерекенсем канмасăрах вăранаççĕ, кун тăршшĕпех ыйхă килнипе нушаланаççĕ, кăмăл-туйăмĕ пăсăлнипе вĕсен депресси те аталанма пултарать.

Паллах, харлаттаракансен пур чухне те сывлăшĕ пÿлĕнмест. Ку сайра-хутра çеç тĕл пулать. Çапах та харлаттарнинчен кашнин хăтăлас килет. Пурне те каякан сĕнÿсенчен çаксене асăнмалла:

Сулахай е сылтăм аяк енче çывăрмалла. Тарăн ыйха путсан çурăм çине çаврăнса выртасран хыçа минтер хумалла. Аяк çинче çывăрма хăнăхма темиçе каç ансăр диван çинче çĕр каçма юрать.

Çурăм çинче кăна çывăрма хăнăхнă пулсан пуçелĕке çÿллĕлетĕр. Капла чĕлхе пыра хупласа хумĕ.

Выртас умĕн сăра-эрех ĕçесрен тата йывăррăн ирĕлекен апат-çимĕç çиесрен тытăнса тăрăр.

Нумайăшне вăл е ку препарат ĕçни пулăшать, анчах кашни çынна мĕнли кирлине тухтăр кăна палăртма пултарать.

Дмитрий МАКУНИН,

«Васкавлă пулăшу» станцийĕн тухтăрĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика