Çĕр çинче пилĕк пине яхăн професси. Вĕсем кăмăл туртăмне кура пурте лайăх. Анчах та вĕренме ăçта каймалла, мĕнле професси суйламалла;
Инçе кайма кирлĕ мар. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ 100 çула яхăн çамрăксене пурнăçра кирлĕ специальноçсем алла илме пулăшать.
Вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен вăхăт нумай юлмарĕ. Çĕнĕ коронавирус чирне пула ăна тăсма пултарассине палăртаççĕ пулин те, выпускниксем пулас професси пирки ĕмĕтленме пăрахмаççĕ-ха.
Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ паян аш-какай тата аш-какай продукчĕсен технологĕсене, экономикăпа бухгалтер учечĕн специалисчĕсене хатĕрлет. Кунта автомеханика, машинăпа транспорт паркĕн техника тивĕçтерĕвĕн мастерне, пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен мастерне, повара, кондитера, хурт-хăмăр ăстине вĕренме май пур.
Коррекцилле шкултан тухакансем, хевтесĕр çамрăксем каменщик, сад ăстин профессийĕсене алла илме пултараççĕ.
Кăмăл пулсан, кунта водителе, тракториста, парикмахера, 1С предприятин пĕлĕвĕллĕ ЭВМ операторне, повара, сварщика вĕренсе тухма май пур.
Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ вĕрентÿ тытăмĕнче пурнăçланакан çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсех пырать. Ку вĕренÿ çулĕнче, акă, вăл «Вĕрентÿ» наци проекчĕ йĕркипе «Кашни ача ăнăçăвĕ» федераллă проекта пурнăçлать. 6–11-мĕш классенче вĕренекенсен профориентацийĕ йĕркипе тăватă компетенципе классем йĕркеленĕ: кирпĕч купалассипе, повар ĕçĕпе, çăмăл автомашинăсене юсассипе тата тивĕçтерессипе, ял хуçалăх машинисене эксплуатацилессипе.
– Профориентаци мероприятийĕсене 100 ытла вĕренекен хутшăнчĕ. Ытларах пайĕ – Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул ачисем. Çавăн пекех Красноармейски тата Йĕпреç районĕсенчи вĕренекенсене хапăлласа йышăнтăмăр. Проект йĕркипе вĕсем вăл е ку компетенципе паллашуллă кейссене шутларĕç, – пĕлтерчĕ техникум директорĕ Ольга Валериановна Львова.
Кăçал çавăн пекех «Цифрăллă вĕрентÿ хутлăхĕ» проектпа техникумра «IT-куб» уçăлĕ. Вăл çамрăксене проект ĕç-хĕлне, пысăк технологиллĕ оборудованисене, цифрăпа информацин технологийĕсене алла илме, ăс-хакăла аталантарма пулăшĕ.
Пĕлтĕр «Çамрăк профессионалсем» проекта пурнăçласа техникумăн вĕренÿ мастерскойĕсем пуянланнă. Ял хуçалăх техники, кулинари тата кондитер цехĕ валли оборудовани, 40 ытла компьютер, вĕренÿпе методика литератури туяннă. Ку проекта техникум студенчĕсем те хастар хутшăннă. Пĕлтĕр регионти чемпионатра ял хуçалăх машинисене эксплуатацилессипе Юрий Гордеев 2-мĕш вырăн йышăннă. Кăçал ку енĕпе Дмитрий Моисеев тата кирпĕч хурассипе Дмитрий Евстафьев 3-мĕш вырăнсене тухнă.
Çак ĕçсем пĕтĕмпех çамрăксене паха та тарăн пĕлÿ парассипе, экономикăна тивĕçлĕ специалистсем хатĕрлессипе çыхăннă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |