«Асамлă» эмел сĕнекенсене ан ĕненĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.04.2020, 15:30 Просмотров: 741

Шулĕксемшĕн ним сăвапли те çук. Коронавирус сарăлнипе çыхăннă лăпкă мар лару-тăрăва та хăйсене майлă усă курма именмеççĕ вĕсем. Шупашкарта, акă, лавккана кайма тухнă 34-ри хĕрарăмăн çулне икĕ арçын пÿлнĕ.

Пичĕсене маскăсемпе хупланăскерсем самоизоляци йĕрки пирки аса илтернĕ. Апат-çимĕç туянма пулăшу сĕннĕ те хăйсене банк карттине е укçа пама ыйтнă. Хĕрарăм, паллах, килĕшмен. Лавккана, ак, çитрĕм, хамах кĕрсе туянăп, тенĕ. Çакнашкал е ытти ултавлă тĕслĕхсем татах та пулма пултарассине асăрхаттараççĕ полицейскисем. Лару-тăрăва кура аферистсем çĕнĕ чеелĕх мелĕсене хăвăрт шутласа кăлараççĕ. Çынсене паян мĕн пăшăрхантарнине, мĕн кирлине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Çакăнпа усă кураççĕ те.

Сăмахран, коронавирусран асамлă майпа çăлакан е сыхланма пулăшакан хаклă эмел сĕнме пултараççĕ. Е тата сире социаллă пособи, пенси çумне хушма тÿлев параççĕ тесе банк карттин вăрттăн даннăйĕсене ыйтса пĕлме тăрăшаççĕ. Çакăн пек ултав майĕпе ватă çынсен килĕсене те усал шухăшпа кĕме пултараççĕ.

Çавăнпа полици сотрудникĕсем кăткăс лару-тăрура та асăрханулăха çухатмалла маррине аса илтереççĕ. «Банк карттин вăрттăн реквизичĕсене никама та ан пĕлтерĕр, палламан çынсене хваттерсене, çуртсене ан кĕртĕр. Чуххăмăн ĕнениччен информацие яланах тĕрĕслĕр. Шанчăксăр сĕнÿсем, улталама хăтланнă тĕслĕхсем пирки полицие «02» (кĕсье телефонĕнчен – «102») номерпе пĕлтермелле», – асăрхаттарать Шалти ĕçсен республикăри министерстви.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика