Кăçал çурхи ĕçсем районта та хăвăрт тытăннă.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Санары» агрофирмăра, «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ, «Знамя» кооперативсенче, Валентин Павлов фермер хуçалăхĕнче çуракине тухнă. Планпа килĕшÿллĕн кăçал хура çĕре 17505 гектар шуратса хăвармалла. Кĕр тыррисен лаптăкĕ – 5076 гектар. Ака уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене 400 гектар ытла акнă.
Юр маларах ирĕлсе пĕтнине кура çĕр хăвăрт типет. Çурхи кун çулталăк тăрантарать, теççĕ. Ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă туса ирттерес тĕлĕшпе районта штаб йĕркеленĕ.
Февраль 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
