Çĕршывра хăрушă вирус сарăлнине кура аякри, çитме йывăр территорисенче çырав ирттерессине кăна урăх тапхăра куçарнăччĕ.
Анчах та халĕ çырав ирттерессине пĕтĕмĕшле çитес çула хăварасшăн. «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çĕнĕлле иртмелле. Анчах та паянхи лару-тăру чылай ыйту çуратать. Сăмахран, информаци пуçтарма тата пĕтĕмлетме оборудовани вырнаçтарма тытăнмалла, инфраструктура йĕркелемелле. Вĕсене тĕрĕслеме, çыравçăсене вĕрентме вăхăт сахаллансах пырать. Тепĕр сăлтав та пур – çынсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратас марччĕ», – пĕлтерет Росстат ертÿçи Павел Малков.
Халăх çыравне хăçан ирттерессине Раççей Правительстви палăртĕ.
Сăмах май, çĕнĕ коронавируса пула АПШ-ра, Бразилире тата Кăркăстанра та çырава урăх тапхăра куçарнă.
Ноябрь 2024 |