Уçă итлев майĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.04.2020, 11:30 Просмотров: 373

Ытларикун район администрацийĕнче Вăрнар районĕн пĕлтĕрхи бюджет пурнăçлавне уçă итлевре сÿтсе явнă.

Кăтартусемпе финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова тĕплĕн паллаштарнă. Палăртнă тăрăх, пĕлтĕр район хысни 707475322,70 тенкĕ тулнă. Налук тата налук мар тупăш виçи – 170147 пин тенкĕ. Бюджетăн 24 процентне харпăр хăй тупăшсем йышăнаççĕ. Тавăрса памалла мар субсидисем 537328,3 пин тенкĕ пырса кĕнĕ.

Тăкаксен пайĕ пĕлтĕр 681435,4 пин тенкĕпе танлашнă. Укçа-тенкĕн пысăк виçине (69,7:) социаллă-культура тытăмне янă.

Г.Салахова район бюджетне иртнĕ çул 26039,9 пин тенкĕ профицитпа пурнăçланине пĕлтернĕ. Отчета итлесе сÿтсе явнă, çывăх вăхăтра ун тĕлĕшпе депутатсен районти Пухăвĕ йышăну кăлармаллине палăртнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика