Хирĕçлевсене тивĕçтернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.04.2020, 09:57 Просмотров: 354

Вăрнар район прокуратури тĕрĕслевсем ирттернĕ май вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕç-хĕлĕнче хăшпĕр çитменлĕхсене тупнă.

Вĕсем учрежденипе çула çитмен вĕренекенсен саккунлă представителĕсем хушшинчи вĕрентÿ хутшăнăвĕсене пăрахăçлас ыйтусемпе çыхăннă. Уйрăммăн илсен, тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 8 организацин вĕренекенсене вĕренÿрен хăтармалли йĕрке çинчен калакан Положенийĕсем «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» федераллă саккун требованийĕсене тивĕçтермеççĕ. Саккунта çырнă тăрăх, çула çитменнисене пĕлÿ илнĕ (вĕренÿ вĕçленнĕ) пирки тата саккунăн 61-мĕш статйин 2-мĕш пайĕнче çирĕплетнĕ сăлтавсене пула вăхăт çитиччен маларах вĕренÿрен хăтарсан вĕрентÿ хутшăнăвĕсем пăрахăçланаççĕ.

Çак çитменлĕхсене кура район прокуратури пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисен вырăнти 8 актне хирĕçленĕ. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн хирĕçлевсене тивĕçтернĕ, актсене саккун требованийĕсемпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.

Вăрнар район прокуратури.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика