Пĕтĕм тĕнче тимлĕхĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.04.2020, 09:57 Просмотров: 236

Апрелĕн 26-мĕшĕ пирĕн çĕршыв историйĕнче те тарăн йĕр хăварнă хурлăхлă дата – 1986 çулта çак кун çĕр çинчи чи хăрушла катастрофăсенчен пĕри пулнă.

Вăл Украина çĕрĕсене кăна мар, тавралли вырăнсене те аркатуллă витĕм кÿнĕ. Шăпах 34 çул каялла Чернобыльти атом электростанцийĕнче энергоблок сирпĕннĕрен хăрушла авари тухнă. Çавна май 30 километр территори радиоактивлă тасамарлăхсемпе вараланнă. Раççейĕн 60 пин енне километр территориллĕ, 2,6 миллион çынлă 19 регионĕ те ку наркăмăшлă япаласемпе сиенленнĕ. Шар курнисен шутĕнче Белорусси те. Радиоактивлă веществосем сарăлнă лаптăк – 46,5 пин тăваткал километр. Украинăра вара 12 облаçре сиенленнĕ пĕтĕмĕшле лаптăк 50 пин тăваткал километрпа танлашать.

Атом энергетикипе хăрушсăр усă курас ыйту Японири инкек хыççăн та тĕнче сообществин тимлĕхне çивĕч тухнă. Хăватлă çĕр чĕтренĕвне пула «Фукусима–1» атом электростанцийĕнче сивĕтÿ системи ĕçлеме пăрахнă. Çавна май пĕр-ремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш энергоблоксем сирпĕннĕ. Каярахпа тăваттăмĕшĕнче те пушарсем алхасни паллă. Атмосферăна радиаци лекнипе çав тери калăпăшлă сăтăр кÿнĕ ку авари.

Палăртмалла, атом объекчĕсенчи техногенлă катастрофăсенче пысăк территорисем тĕрлĕрен радионуклидсемпе сиенленме пултараççĕ. Вăл шутра – Йод–131, Цезий–134, 137 тата Стронций–90 изотопĕсем йышшисемпе. Вĕсем ионизацилекен пайăркасен çăлкуçĕ шутланаççĕ, чылай вăхăт пайланма пултараççĕ. Малашне ку изотопсем çил вĕçтернипе тусанпа, тинĕс юхăмĕпе саланаççĕ, тăпрара, ÿсентăрансемпе чĕрĕ организмсенче пухăнаççĕ.

Радиаци пайăркисем çынна хăрушла витĕм кÿреççĕ. Пайăркалатнин икĕ тĕп – тулаш тата шалти – тĕсне уйăраççĕ. Пĕрремĕшĕнче радиаци çăлкуçĕ çынна аякран тата тумтир е ÿт çине лексе сиенлет. Иккĕмĕшĕнче вара радионуклидсем организма сывлăшпа тата апатпа кĕреççĕ. Юлашки тĕсĕ çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн чи хăрушши шутланать.

Ф.ВАСИЛЬЕВА,

Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн пай заведующийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика