Иртнĕ эрнере районта, шел те, çул çинче хăрушла инкек çырăннă. Юнкун «Калинино–Патăрьел–Елчĕк» автоçулăн 11-мĕш километрĕнче, Хапăс ялĕ çывăхĕнче, пулнă вăл. Унта 21-ри çамрăк йывăр суранланнă.
– Вăл çак вăхăтра «Митсубиси Lancer» машинăна тытса пынă. Çамрăк водитель, хăйĕн маневрĕ хăрушсăр пулнине тĕрĕслемесĕрех, умри машинăран иртсе кайма пуçланă. Малта пынă ГАЗ–3306 вара сулахаялла çаврăннă. Çак самантра кĕрсе кайнă та ун çине «Митсубиси Lancer». Çăмăл машинăн водителĕ хытах суранланнă: пуçĕ аманнă, шăммисем хуçăлнă. Ăна тÿрех Çĕмĕрлери сиплев центрне леçнĕ. Тухтăрсем ун пурнăçĕшĕн кĕрешнĕ пулин те, çăлса хăварайман. Темиçе кунтан 21-ри çамрăкăн чĕри тапма пăрахнă», – пĕлтерчĕç полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕнчен.
Ноябрь 2024 |