Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕнчи çĕр-шывăн 2024 çулчченхи наци аталанăвĕн тĕллевĕсене па-лăртнă. Вăл шутра – чухăнлăх шайне икĕ хут чакарассине те. Кăçал Чăваш ен ку енĕпе пилотлă проекта хутшăнать.
Чăваш ен ,çлев министерстви сахал тупăшлă граждансен регионти реестрне йĕркелесе пырать. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 30,3 пин çемьене е 114,5 пин çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 35,8 проценчĕ хуласенче, ыттисем яллă вырăнта пурăнаççĕ. 84,8 проценчĕ – ачаллă çемьесем, Вăрнар районĕнче апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне сахал тупăшлă 957 çемье шутланать.
Чухăнлăх шайне чакарас тĕллевпе районта апрелĕн 22-мĕшĕ тĕлне 46 социаллă контракт çырнă. Социаллă пулăшу сумми – 1487,17 пин тенкĕ. Комисси çывăх вăхăтра тата тепĕр тăватă заявление пăхса тухĕ.
Социаллă контракт йĕркипе çакăн пек пулăшу мерисем пăхнă: ĕçе вырнаçма пулăшасси, професси вĕренĕвĕ е хушма професси пĕлĕвĕ илесси, харпăр хăй ĕçне уçасси, çемьесене укçа-тенкĕпе пулăшасси. Заявленисене ведомствăсем хушшинчи комисси пăхса тухса çирĕплетет. Ун йышĕнче – муниципалитетсен, социаллă хÿтлĕх пайĕн, ĕçлев центрĕн, Пенси фончĕн, социаллă страховани фончĕн представителĕсем. Контракт çырас тесен социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центра каймалла. Хальлĕхе, республикăра уйрăм хатĕрленÿ режимне çирĕплетнĕ май, кунта çынсене йышлăн, куçа-куçăн йышăнмаççĕ, малтан «вĕри лини» телефонĕсемпе çырăнмалла, консультацие те телефонпа параççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |