Районти икĕ çынна – пĕрне ятарлă техника хатĕрне саккунсăр майпа сутнăшăн тата теприне туяннăшăн – айăплав тăратнă. Ку хатĕрсем вара вăрттăн информаци илес тĕллевпе хатĕрленĕскерсем.
Çак 45-ри тата 27-ри арçынсем тĕлĕшпе Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсем уголовлă ĕç пуçарнă ĕнтĕ. Вĕсене РФ Уголовлă кодексĕн 138.1-мĕш статйинче палăртнă преступление тунă тесе шутлаççĕ.
Следстви версийĕ тăрăх, вăрттăн суту-илÿ пĕлтĕрхи декабрĕн 11-мĕшĕнче пулса иртнĕ. «Вăрнарта 45-ри арçын 27-рине тÿме евĕр пĕчĕк видеокамера тата аякран итлеме май паракан пĕчĕк микрофон сутнă. Киревсĕр ĕç тăвакансем малтанах калаçса татăлнă% техника хатĕрне туянакана вăхăтлăх усă курма панă. Анчах кайран унăн тулли хакне, 30000 тенкĕ, тÿлесе татмалла. 27-ри арçынна вара ку вăрттăн япала çав тери кирлĕ пулнă-мĕн. Унпа вăл полицин «Шумерлинский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн РЭГ-ĕнче экзамен тытнă чух усă курнă иккен. Анчах йĕрке хуралçисем çакна тупса палăртнă», – пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн пресс-служби.
Уголовлă ĕç тишкерĕвĕ малалла пырать. Йĕркене пăснă çак тĕслĕхе республикăри следстви управленийĕн тата Шалти ĕçсен Чăваш енри министерствин сотрудникĕсем пĕрле оперативлă тимленипе тупса палăртнă.
Ноябрь 2024 |