РФ Правительствин «Раççей Федерацийĕнчи организацисен тата граждансен «Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен» федераллă саккуна пурнăçланă май курнă тăкакĕсене компенсацилемелли йĕрке çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн призыв çулĕчченхи граждансем медицина комиссийĕ иртекен вырăна çитме тÿленĕ çул укçине саплаштармалла. Республикăри ачасен прависем тĕлĕшпе тимлекен Уполномоченнăйăн аппарачĕ ăнлантарнă тăрăх, йышăнăвăн 2-мĕш пункчĕн 5-мĕш подпункчĕпе килĕшÿллĕн, вĕсен çул тăкакĕсене çак тĕслĕхсенче компенсацилеççĕ:
- çар учечĕпе, çар службине обязательнăй майпа хатĕрленессипе, призывпа тата çар службине хăй ирĕкĕпе тăрассипе, мобилизаци резервне кĕрессипе, çар сборне пухăнассипе çыхăннă ыйтусене татса пама медицина тĕрĕслевĕ, тулли тĕпчевĕ тухнă е сиплев ирттернĕ чухне,
- çак ыйтусенех татса парас тĕллевпе çар комиссариачĕ, федераллă хăрушсăрлăх службин органĕсем чĕнсе илсен.
Компенсацие заявлени çырнине кура параççĕ. Ку ыйтупа вырăнти çар комиссариатне каймалла.
И.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |