Май уйăхĕн 26-мĕшĕнче Раççейре Предпринимательлĕх кунне паллă турĕç. Чăнах та, çĕршыв экономикинче пĕчĕк бизнес пĕлте-рĕшлĕ вырăн йышăнать, ун аталанăвне палăртакан тĕп пайсенчен пĕри пулса тăрать.
Пĕчĕк предприятисем социаллă-экономика ыйтăвĕсене татса пама хутшăнаççĕ, пурнăçри улшăнусене тÿрех сиснĕ май рынок тытăмĕнче уçăлакан «вырăнсене» хăвăрт йышăнаççĕ. Халăха кирлĕ таварсен производствине тата тивĕçтерÿсен тĕсĕсене анлăлатса çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ.
Чăваш енре 2019 çул вĕçĕ тĕлне пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 15 пин субъекчĕ ĕçленĕ, вĕсенчен 13 пинĕшĕ (90:) – микропредприятисем. Ку ушкăнри предприятисенчен ытларахăшĕ хăйсен ĕç-хĕлне унчченхи çулсенчи пекех курттăм тата ваккăн суту-илÿ енĕпе пурнăçланă, çавăн пекех 31 проценчĕ – автотранспортпа мотоциклсен юсавĕпе, 14 проценчĕ – строительствăпа, 12 проценчĕ – продукци туса кăларакан производствăра. Профессионаллă наука тата техника ĕçĕ-хĕлĕпе 8: ытларах организаци тимленĕ.
Пĕлтĕр пĕчĕк предприятисенче 75 пин çын ĕçленĕ, вĕсен хисепĕ виçĕмçулхипе танлаштарсан 6 пин чакнине палăртмалла. Пĕлтĕр те, виçĕмçул та работниксен 43 проценчĕ микропредприятисенче вăй хунă.
Пĕчĕк предприятисенчи шалу шайĕ вара 2018 çулхипе танлаштарсан 12: ÿснĕ, вĕсенче тимлекенсем вăтамран уйăхра 22 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Чи пысăк вăтам шалу – информаципе çыхăну (39 пин тенкĕ) тата финанспа страхлав (29 пин тенкĕ) тытăмĕсенче. Чи сахалли вара культура, спорт, кану йĕркелĕвĕн сферинче – 16 пин тенкĕ. Атăлçи федераци округĕн регионĕсем хушшинче пĕчĕк бизнесри ĕçукçи шайĕпе пирĕн республика 8-мĕш вырăнта, Пушкăрт Республикинчен, Саратов, Оренбург, Киров, Ульяновск, Чулхула облаçĕсенчен малта пырать.
Каламалла, пĕлтĕр пĕчĕк предприятисен çаврăнăшĕн калăпăшĕ 200 млрд ытла тенкĕ пухăннă. Ку виçе виçĕмçулхи шайрах юлнă темелле. Апла пулин те харпăр хăй туса кăларнă продукцие ăсатни тата ĕçсемпе тивĕçтерÿсем пурнăçлани 8: ытларах, пĕтĕмпе 112 млрд тенкĕлĕх. Чи пысăк ÿсĕм продукци туса кăларакан производствăсене (18:), профессионаллă наукăпа техника ĕç-хĕлне (37:) тивет.
2019 çул кăтартăвĕсем тăрăх, пĕчĕк предприятисем республикăн тĕп капиталне 15 млрд тенкĕлĕх инвестицисем хывнă. Ку калăпăшăн 69 процентне (10 млрд тенкĕ) микропредприятисем тивĕçтернĕ. Уйрăмах курăмлă кăтартусем профессионаллă наукăпа техника ĕç-хĕлĕнче (63:) тата продукци туса кăларакан производствăсен (11:).
Хамăр районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем, Пĕрлĕхлĕ реестр даннăйĕсем тăрăх, пĕлтĕр 113 хушăннă, çапла майпа пĕтĕмпе 643-пе танлашнă. Ку çул пуçламăшĕ тĕлне вĕсенче район экономикинче тимлекенсен мĕнпур хисепĕн 46,1 проценчĕ (4064 çын) ĕçленĕ. Ку предприяти-организацисенчи вăтам шалу – 18650 тенкĕ. Районти пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче чи йышлисем – суту-илÿ тата обществăлла апатлану вырăнĕсем (48,8:), 18,5 : ял хуçалăхĕпе, 15,3: производствăпа, 12,5: строительствăпа, 4,9: ыттипе çыхăннисем. Иртнĕ çулталăкра 28 субъекта (27-шне консультациллĕ, пĕрне гарантиллĕ) патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |