Куратпăр ĕнтĕ, статистика çĕршывĕпе коронавирус çĕ-нĕрен ернĕ тĕслĕхсем кăшт сахалланнине кăтартать.
Анчах та хăшпĕр регионсенче, вăл шутра пирĕн республикăра та, ку кăтартусем лăпланма иртерех пулнине калаççĕ. Эрне пуçламăшĕ тĕлне Вăрнар районĕнче пĕтĕмпе 31 çын чирлине шута илнĕ.
Чир аллине лекес мар тесен, паллах, чару мерисене çирĕп пăхăнмалла. Çакă ытти çынсен пурнăçне çăлма май парĕ.
Районта, акă, мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслев вăйне ÿстернĕ. Вĕсем кашни кунах ялсем тăрăх тухса çÿреççĕ. Ытти регионсенчен килнисем, теветкеллĕх ушкăнĕнчисем самоизоляци режимне епле пăхăннине асăрхаврах тытаççĕ.
Унсăр пуçне, обществăлла вырăнсенче, лавккасенче çынсем маска режимне епле уяни те – мобильлĕ ушкăн тимлĕхĕнчех.
Режима тапхăрăн-тапхăрăн çемçетни пĕтĕм чарусене пăрахăçланине пĕлтермест. Çавăнпа та хальлĕхе лăнчăланма кирлĕ мар-ха. Коронавирус – хăрушă чир. Вăл çыннăн пурнăç хакне тăма пултарать. Эппин, харпăр хăй, таврари çынсен сывлăхĕ пирки шухăшласчĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |