Ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассине, çăмăллатассине ытларах та ытларах тимлĕх уйăрни паха. Çивĕч ыйтусем сахал мар пулин те, вĕсене татса пама тăрăшни курăнать. Федераллă шайра та, республика енчен те тĕрлĕрен проектсемпе программăсем пурнăçа кĕреççĕ.
Çав шутра вырăнти сывлăх сыхлавĕн çурчĕсене çĕнетессипе, коммуналлă тивĕçтерÿсен пахалăхне ÿстерессипе, инфраструктурăна хăтлăлатассипе тата ыттипе те.
Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн «Чăваш Республикинче обществăлла инфраструктура аталанăвĕн вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртесси çинчен» йышăнăвĕ йĕркипе, акă, пĕлтĕр кăна районта 19 проектпа пĕтĕмĕшле 10,8 млн ытла тенкĕлĕх ĕç тунă. Пĕрлехи укçа-тенкĕпе поселенисенче çулсем юсанă е вĕт чултан сарнă, масарсен пÿрчĕсемпе картисене çĕнетнĕ, футбол площадки тунă тата пĕве тасатнă. Конкурс суйлавĕ витĕр кăçал пурнăçлама 30 проект тухнă, вĕсене 32 миллион ытла тенкĕ хывмалла.
Аçăмçырми ял поселенийĕнче, сăмахран, ку çул 6 проекта пурнăçласшăн. Пĕтĕм ĕçсен калăпăшĕ – 2968,571 пин тенкĕ. Укçа-тенкĕн курăмлă пайĕ, паллах, республика бюджетĕнчен куçать – 1781,14 пин тенкĕ. Вырăнти бюджет 812,026 пин тенкĕ уйăрать. Ял çыннисем, вырăнти предпринимательсемпе юридици сăпачĕсем те хăйсен тÿпине хывнă, 375,405 пин тенкĕ пухнă. Аçăмçырми ял поселенийĕн пуçлăхĕ Олег Петров çулталăк пуçламăшĕнчи отчетлă пухурах палăртнăччĕ: кăçал вырăнти пуçару программи пулăшнипе Йăлтăмпа Авăрçырми ялĕсенче çулсене юсаса çĕнетессипе тимлесшĕн, Аçăмçырминче тата Авăрçырминче пĕвесене тасатса йĕркене кĕртесшĕн, Малтикас Ялтăрапа Юпшик Ялтăрара ача-пăча валли вăйă площадкисене хатĕрлесшĕн. Çывăх вăхăтрах ку объектсемшĕн яваплă подрядчиксене палăртмалла, ĕçсене пуçăнмалла.
Санарпуç ял поселенийĕн администрацийĕн информацийĕ тăрăх, ку тăрăхра кăçал 2473,666 пин тенкĕлĕх 4 проекта пурнăçлама хатĕрленеççĕ. Вĕсене кунта пурăнакансен чи пĕрремĕшле ыйтăвĕсене шута илсе, ял çыннисем хăйсем хастар хутшăннипе йышăннă. Çĕнĕ проектсем кăçал Çĕньял Хапăспа Санарпуç ялĕсенчи çулсене юсассипе тата Çĕньял Хапăсра пĕвене юшкăнран тасатассипе çыхăннă.
Каласа хăвармалла, пурăнакан тăван вырăна хăтлăх кĕртессипе пуçару проекчĕсем ытти поселенисенче те хастар ĕçе кĕреççĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |