Тивĕçлĕ йĕркелемен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2020, 11:10 Просмотров: 370

Вăрнар район прокуратури мĕнпур сферăра саккунлăха мĕнле уянине асăрхаса тăма тăрăшать. Çитменлĕхсене пĕтерме çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

Хальхи вăхăтра йĕркелĕхе пăснине тупса палăртма интернет та чылай пулăшни вăрттăнлăх мар. Унта кăтартнă тĕслĕхсем тимлĕхсĕр юлмаççĕ, вĕсем тăрăх тĕрĕслевсем ирттереççĕ.

«Подслушано Вурнары» интернет-ресурса тишкернĕ май, акă, Вăрнар çыннисен май уйăхĕн 9-мĕшĕнчи тата 11-мĕшĕнчи публикацийĕсем тимлĕхе лекнĕ. Вĕсенче – Вурнарка шывĕ тăрăхĕнчи йăла каяшĕсемпе тасамарлăх свалкисем, поселокăн кивĕ масарне çÿп-çаппа тултарса хуни çинчен пĕлтернисем. Район прокуратури вĕсене шута илсе тĕрĕслев ирттернĕ. Пĕтĕмлетнĕ тăрăх, Вăрнар хула тăрăхĕн администрацийĕ поселени территорийĕнче пухăнакан йăлари хытă каяшсемпе çÿп-çапа тасатса илсе тухассине йĕркелессипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнман. Кунсăр пуçне санкцилемен свалкăсем вырнаçтарма саккунсăр усă куракан лаптăксене палăртма муниципаллă çĕр асăрхавне те тивĕçлĕ пурнăçламан.

Чăнах та интернетри публикацисен тĕрĕслĕхĕ çирĕпленнине каламалла. Вурнарка урамĕн тăрăхĕнчи çырмара, Вурнарка шывĕн çыранĕпе тата поселокăн кивĕ масарĕнче саккунсăр свалкăсем пур. Вĕсене пухса тирпейлессипе чылай вăхăт тимлемен. Çакна та палăртмалла: поселени администрацийĕ Вăрнарăн кивĕ масарĕнче типсе хăрнă йывăçсене касассипе, ÿкнисене илсе тухассипе мерăсене çителĕклĕ йышăнман.

Саккуна пăснă тĕслĕхсемпе район прокуратури Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе представлени янă. Çакăнпа пĕрлех ертÿçĕ тĕлĕшпе çутçанталăк сыхлавĕн саккунĕсене туллин пăхăнман пирки административлă ĕç пуçарнă.

К.ГРИГОРЬЕВА,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика