Асăрханăр: сăтăрçăсем!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2020, 16:37 Просмотров: 401

Раççей ял хуçалăх центрĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн специалисчĕсем районти ял хуçалăх культурисем çитĕнекен уйсене тĕпчерĕç.

Тĕрĕслев мĕн кăтартрĕ-ха;! Çурхи тĕш тырă культурисене уй пăрçисем тапăннине çирĕплетрĕ. Уйрăмах çак хурт-кăпшанкă анчахрах тухнă симĕс калчасене самаях сиен кÿме пултарать. Уяр çанталăкра вĕсен йышĕ тата хăвăрт ĕрчет. Енчен те вăрлăха акнă чухне им-çамланă-тăк, уй пăрçисен йышĕ пĕчĕкрех. Пĕр тăваткал метрта 30–40 сиенлĕ нăрă пулсан хÿтĕлев ĕçĕсене туса ирттермелле.

Çакăн йышши хурт-кăпшанкăсем («крестоцветные блошки») купăста йышши культурăсене (купăстана, горчицăна, рапса, çу кăларакан кăшмана) тапăннă. Вĕсемпе кĕрешмелли мелсем пирки тĕплĕнрех 2-54-54 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,

Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика