Ял хуçалăх предприятийĕсем тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем машинăпа трактор паркне пуянлатассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Паллах, патшалăх пулăшăвĕпе усă курнăран ресурс тата энерги перекетлекен техникăна туянма ансатрах.
Кăçал район аграрийĕсен автопаркĕ лизинг мелне пула тата харпăр хăй укçи-тенкине явăçтарнăран 50 миллион ытла тенкĕлĕх пуянланнă, пĕтĕмпе 13 техника туяннă. Ял хуçалăх машинисем – самана ыйтнине тивĕçтерекеннисем.
«Санары» агрофирма тĕш тырă çапса тĕшĕлекен комбайн, хăй тĕллĕн çÿрекен «Туман-2М» опрыскиватель, винтлă компрессор, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ «Джон Дир» трактор, «Агрохмель» хуçалăх вăрлăха им-çамлакан техника, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив урапаллă икĕ трактор, «Броневик» предприяти кукуруза акмалли сеялка тата сĕт сивĕтмелли хатĕр туяннă.
Фермерсем те пурнăç уттинчен юлмаççĕ. Акă, сăмахран, Алексей Игнатьевăн хуçалăхĕ «хурçă утпа» пуянланнă. Валентин Павлов фермер та хастар утăм тунă. Хăйĕн хуçалăхĕнчи автопарка культиватор, сеялка, косилка туянса çĕнетнĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |