Хаксем самаях пысăккине тата сигарет пач-кисем çинчи вилĕм патне илсе çитерекен кăвак тĕтĕм пирки асăрхаттарнине пăхмасăр Раççейре пурăнакансем чĕлĕм туртма пăрахмаççĕ.
2019 çулта Раççей статистики халăх сывлăхне уйрăм çынсенчен ыйтса тĕпченĕ. Сăнав вăхăтĕнче вĕсенчен 24,2 проценчĕ чĕлĕм туртни пирки пĕлтернĕ: арçынсем – 40, хĕрарăмсем – 11 процент. Чукоткăра чĕлĕм туртакансен шучĕ чи пысăкки – регионти пĕтĕм халăхран 39 проценчĕ кăвак тĕтĕме ăша çăтать, Еврей автономи облаçĕнче – 37,3, Байкал тăрăхĕнче – 36,3 процент. Ингушетире хăйсен сывлăхĕшĕн тимлеççĕ: 5,7 процент çеç чĕлĕмпе айкашнине пĕлтернĕ. Чечен Республикинче – 10,2, Дагестанра – 10,4 процент.
Табак тĕтĕмĕ сывлăхшăн сиенлине ăнланнă май, çÿлерех асăннă цифрăсем, паллах, хытах шухăша яраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, юлашки вунă çулта чĕлĕм туртакансен шучĕ чакнине палăртма кăмăллă. Тĕпченĕ тăрăх, 2009 çулта куллен темиçе сигарет çăвара хыпакансем 39 процент е 44 миллион çын шутланнă, вĕсенчен арçынсем 60,2 процент (30,6 миллион), хĕрарăмсем – 21,7 (13,3 миллион). Аслă çултисем куллен вăтамран 17 сигарет туртса янă: арçынсем – 18, хĕрарăмсем – 13.
2016 çулта та çавнашкал тĕпчев ирттернĕ. Ун чухне чĕлĕм туртакансен йышĕ самаях чакни паллă пулнă. Калăпăр, 2009 çулта 39 процент шутланнă пулсан, 2016 çулта – 31. Туртакан арçынсен йышĕ 51 процента юлнă, хĕрарăмсен – 14,3.
Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пĕрре те пулин чĕлĕм туртса пăхнă шкул ачисен шучĕ те чакнă. 2014 çулта 15 тултарнă арçын ачасенчен – 40, хĕрачасенчен 31 проценчĕ ун пирки пĕлтернĕ пулсан, 2018 çулта арçын ачасем – 24, хĕрачасем 18 процент.
Çавăнпа пĕрлех Раççейри табак рынокĕ те чакни палăрать. Тĕслĕхрен, 2020 çулхи апрельте пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен тĕрлĕ сигарет 19 процент сахалрах туса кăларнă. Иртнĕ çул вара 2018 çулхипе танлаштарсан 11 процент чакнă е 229 миллиард таран. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: шута илмен, вăрттăн сутакансен йышĕ ÿснĕ, чĕлĕм туртакансем электронлă сигаретсем çине куçаççĕ. Пачах туртма пăрахакансем те сахал мар, ку савăнтарать. Сиенлĕ йăларан хăтăлсан, физкультурăпа спорта кăмăлласан, эрех-сăрапа алхасмасан, пахалăхлă апат-çимĕçпе сăйлансан çын ытларах пурăнать.
Атăл тăрăхĕнчи федераллă округра пурăнакансенчен 23,1 проценчĕ чĕлĕм туртни пирки пĕлтернĕ. Кăвак тĕтĕме мăкăрлантаракансем Тутарстан Республикинче чи сахалли (18,1 процент), чи нумаййи – Пермь крайĕнче – 28,9 процент. Чăваш Республикипе Чулхула облаçĕнче пĕрешкел – 20,5. Ку Тутарстан хыççăн иккĕмĕш кăтарту.
Ноябрь 2024 |