Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче усал-тĕселрен сыхлакан пукане – Йĕрĕх – çĕлессипе заняти иртнĕ.
Ăна халăх маçтăрĕ Надежда Андреева тата унăн вĕренекенĕсем – Çĕрпелти вăтам шкулти Ангелина Крипчакова, Мария Андреева тата Ульяна Манзуркина ирттернĕ. Видеоурок режимĕпе мастер-класа социаллă сетьсенче пăхма пулать.
Йĕрĕх чăвашсен вĕрÿ-суру чĕлхинче курăнать. Вăл çынсем çине чир яракан усал сывлăш шутланнă. Çынсем чиртен хăраса ун кÿлепине тума тытăннă.
Ленинградри этнографи музейĕн коллекцийĕнче çакнашкал 30 фигурка упранать: 22-шне татăкран çĕленĕ, 8-шне гипсран е тăмран ăсталанă. Унсăр пуçне вĕрÿ-суру савăчĕсем, усал сывлăша чĕрĕ чун кÿмелли тĕрлĕ хатĕрсем. Чăвашсен вĕрÿ-суру ĕненĕвне тĕпчекен Венгри ученăйĕ Дюла Месареш хĕрарăм сăнĕллĕ йĕрĕхсем ытларах тĕл пулнине палăртнă.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
