Вăрнар район прокуратури тĕрĕслевсем ирттернĕ май, виçĕ ял поселенийĕн ĕçĕ-хĕлĕнче çутçанталăк сыхлавĕн саккунĕсене пăснине тупса палăртнă.
Тĕрĕслевре курăннă тăрăх, поселенисен администрацийĕсем 2019 çулта хăйсен ĕç-хĕлне пурнăçланă май тавралăха сиенлĕ витĕм кÿнĕ% стационарлă объектсем сывлăша таса мар веществосем кăларнă.
Çав вăхăтра, федераллă саккуна пăхăнмасăр, администрацисем çутçанталăка сиенлĕ витĕм кÿнĕшĕн 2019 çулхи тÿлеве вăхăтра хывман. Тÿлев çинчен декларацие Росприроднадзорăн Чăваш Республикин Управленине тăратман.
Çакăншăн прокуратура виçĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕсем ячĕпе представленисем янă. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн саккуна пăснă тĕслĕхсене пĕтернĕ, должноçри икĕ çынна дисциплинарлă явап тыттарнă.
Вăрнар район прокуратури.
Ноябрь 2024 |