Вăрман пек пуянни çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.08.2020, 14:14 Просмотров: 472

Кĕсье хулăм пулни лайăх-ха. Анчах унти нухрат вăрман пуянлăхĕпе танлашĕ-ши? Çук пулĕ. Ахальтен каламан ваттисем% «Уй пек асли, вăрман пек пуянни çук».

Кăмпи-çырли, мăйăрĕ, вут-шанки... – пурте пур симĕс патшалăхра. Уçă сывлăшĕ тата мĕне тăрать! Сиплĕхлĕ, асамлă тейĕн. Кăкăрпа туллин сывласа илсен кăмăл-туйăм та çĕкленсе каять.

– Салука вăрманĕ пирĕн кил-çуртран инçех те мар, çавăнпа та унта çÿреме çав тери юрататăп. Кăçал шур кăмпа ăнса çитĕннĕ. Акă кунтăксене тултартăм та,– хаваслăн калаçрĕ Мăньял Хапăсри Снежана Степанова.

Хĕр Шупашкарти педколледжра пĕлÿ пухать, вĕрентекен профессине илме ĕмĕтленет. Снежанăна çутçанталăка юратма ашшĕпе амăшĕ вĕрентнĕ, унăн тавракурăмĕпе сăнавне ачаранах аталантарнă.

– Эпир Снежана пĕчĕк чухнех çемйипех вăрмана каяттăмăр, çырла-кăмпа, мăйăр тататтăмăр, – терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Людмила Аркадиевна. – Вăрманта чухне тупмалли юмахсем калаттăм. Пĕри халĕ те асрах% «Пĕчĕкскер, хитрескер, çĕр мăкăртса тухнăскер, пурçăн тутăр çыхнăскер». Карти-картипе ÿсекен кăмпасене асăрхасан хĕрĕмсем% « Акă вăл тупсăмĕ!» – тетчĕç.

Кĕркунне тулăх. Вăрманпа туслашсан сĕтел апат-çимĕçпе пуян пулĕ. Кăмпаран Степановсем тĕрлĕ блюдо хатĕрлеççĕ. Ĕçченсене кăмăлтан çапла калас килет% «Апачĕ тутлă пултăр!»

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика