Контрактпа ĕçлĕ пул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.08.2020, 14:15 Просмотров: 255

Чухăнлăх шайне пĕтерессипе граждансене социаллă контракт йĕркипе пулăшас программа Раççейре 2013 çултанпа ĕçлет. Чăваш Республикин те федераллă финансирование тивĕçнĕ пилотлă 21 регион шутне кĕнĕ.

Вăрнар районĕнче кăçал çакнашкал 126 контракт çирĕплетме палăртнă. Пĕтĕмпе 12450 пин тенкĕлĕх. Хальлĕхе 86 çырнă. Вĕсенчен 15-шĕ – ĕç шырассипе, 8-шĕ – уйрăм предпринимательство ĕçне йĕркелессипе, 52-шĕ – пурнăçăн йывăр лару-тăрăвĕнчен тухмалли ытти мероприятисене пурнăçлама.

Социаллă контракт йĕркипе граждансене ĕçе вырнаçма, професси пĕлĕвне илме, харпăр хăй ĕçне уçма, çемьесене тÿреммĕн укçа-тенкĕ енчен пулăшĕç.

Раççей Ĕçлев министерстви социаллă контрактпа усă курассин майĕсене анлăлатма тата ăна çирĕплетес процедурăна ансатлатма палăртать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика