Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев должноçе кĕнĕ пĕрремĕш кунсенченех транспортпа тата çул-йĕр хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслеве илнĕ.
Вăл ку енĕпе сулмаклăрах утăмлама май пуррине палăртать. Пур ресурспа та тухăçлăрах усă курмалла, тет. Çак пĕлтерĕшлĕ шухăша ертÿçĕ Чăваш ен Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин коллегийĕн ларăвĕнче те каланă.
Ларура ведомство ĕçĕн çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ тата малашлăх тĕллевсене палăртнă. Тĕп ыйтусен шутĕнче, паллах. Комплекслă программăра ку сферăна аталантарма кĕртнĕ мероприятисене сÿтсе явасси те пулнă. Пилĕк çуллăх аталану документĕнче тĕп задачăсен шутĕнче – аварийлĕ, арканакан автоçулсене, кĕперсемпе путепроводсене йĕркене кĕртесси те.
Кунсăр пуçне, регион тата муниципалитетсем хушшинчи пурте усă куракан автоçулсен çĕнĕ участокĕсене сарнă чухне грунтлă çулсене пăрахăçлас программăна хута ярасшăн. Ведомство пуçлăхĕ Владимир Осипов Чăваш ен пысăк хăвăртлăхлă транспорт магистралĕн федераллă проекчĕсене пурнăçлама хутшăннине те каланă% республика территорийĕпе «Мускав – Чулхула – Хусан» (М-12) автоçулăн тата Мускав – Хусан чукун çул магистралĕн пайĕсем иртмелле.
«Унчченхи вăхăта илес-тĕк, çултан çул çул-йĕр фончĕ профицитпа пурнăçланни курăнать. Урăхла каласан, çулсене юсама-çĕнетме уйăрнă укçапа туллин усă курман. Çакă, паллах, тĕлĕнтерет», – пĕтĕмлетнĕ регион ертÿçи. Ун шучĕпе, Комплекслă программа ку ĕçе малашне тĕрĕсрех йĕркелеме май парĕ. Федераци пулăшăвĕ те вырăнлă пулĕ, тата уйрăм инвестицисене явăçтарма та шанаççĕ.
Комплекслă программа йĕркипе пирĕн районта 44 км çул çĕнелмелле. Поселокри ултă урамра.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |