Пĕр кĕрепле çине икĕ хутчен пусрăм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.08.2020, 14:17 Просмотров: 250

Куляна-куляна тĕрлĕ чир-чĕрпе асапланма пуçларăм. Çывăрма выртсан та ыйăх килми пулчĕ, вăранса каятăн та – куçсем каллех куççульпе тулаççĕ. Пулни-иртни аса килет.

Паянхи пурнăçра укçа пухса пымасăр ĕмĕтленнине илме çук. Çавăнпа та «Агросервис» ял хуçалăх потребитель кооперативне ултă уйăхлăха укçана хывнăччĕ. Процент виçи 22–26 таранах тесе шантарчĕç.

Акă укçа-тенке илме вăхăт çитсе пычĕ, ытти çынсем те хыпаланчĕç. Анчах кооператив панкрута тухни çинчен пĕлсен уяр çанталăкра аслати кĕмсĕртетнĕ пек пулчĕ. Хуçи те таçта кайса пытаннă. Тĕрĕслĕх шыраса суда та кайрăмăр. Шел пулин те, хывнă укçана каялла шыраса илеймерĕмĕр. Унтанпа 7–8 çул çитрĕ ĕнтĕ, çак тапхăрта мĕн чухлĕ çын куççульне тăкрĕ пуль.

Çапла вара эпĕ пĕр çăмăл машина ют çынсене парнелерĕм тесен те юрать. Кĕсьене хулăмлатма ĕмĕтленнĕскер пĕр пуссăр тăрса юлтăм.

Халĕ тата каллех çав кĕрепле çине пусрăм. Укçа пăртак пухăнчĕ те пĕр банка çул тытрăм. Вăл шанчăклăрах терĕм те, проценчĕ те аптрамастчĕ. Мана оператор% «Укçу халех кирлĕ мар пулсан акцисене хыватпăр, – терĕ. Ăнлантарма тытăнчĕ. Япшар калаçать, чĕлхи çине çу сĕрнĕ тейĕн. Эпĕ, паллах, итлесе тăтăм, çавах ăнланса пĕтереймерĕм, мĕншĕн тесен финанс енĕпе вĕренмен-çке. «Эсир ку ĕçпе ĕçлетĕр, манран лайăхрах ăнкаратăр пулĕ», – терĕм эпĕ.

Çав вăхăтрах пуçра 7–8 çулхи пăтăрмах аса килчĕ. Эпĕ каллех çав кĕрепле çине пусмастăп-и-ха? «Пирĕн патра питĕ шанчăклă, ун пек пулас çук», – терĕ специалист.

Укçа кирлĕ пулчĕ те çичĕ уйăхран кайрăм хайхи учрежденине. «Вăхăтсăр килтĕн, сан илни усси пулмĕ», – терĕç. Эпĕ хам шухăшран пăрăнмарăм. Эрнерен килсе илме каларĕç. Вăхăт çитсен çитрĕм банка. Мана ÿкĕте кĕртме пултарнă оператор çук. Ун вырăнне тепри йышăнчĕ. Эпĕ, паллах, укçана хунă чухлĕ илме ĕмĕтленнĕ. Анчах та шалт тĕлĕнмелли тупăнчĕ. Çичĕ уйăх банкра выртнă укçашăн хавхалантарас вырăнне пĕр мотоблок «Нива» хакĕ чухлĕ процент тытса юлчĕç. Пĕр самант чĕнейми тăнă хыççăн%

– Хам хунă укçаран мĕнле-ха процент тытса юлаççĕ вара? – ыйтрăм эпĕ.

Мана вара оператор договор пункчĕсене тĕллесе кăтартрĕ те% «Эсех алă пуснă-и, сан почерк-и?» – терĕ.

Договора тепĕр хут тимлĕ вуларăм та унта ку инвестици енĕпе укçа-тенке страхламаççĕ тенĕ, эпĕ çав вырăнта шăпах та алă пуснă. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ, хам тимлĕ пулманнипе тата специалиста шаннипе шар куртăм вĕт. Юрать, ытти укçине тавăрса пачĕç. Хаклă вулаканăмăрсем, договор çине алă пусиччен питĕ тимлĕ вулăр! Ман пек пĕр кĕрепле çине икĕ хутчен ан пусăр.

Алина (ятне улăштарнă).

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика