«Çакăн пек професси пур – Тăван çĕршыва хÿтĕлесси», – тенĕ «Офицеры» илемлĕ фильмри герой. Пур арçын ача та тенĕ пекех çитĕнсен салтак атти тăхăнма ĕмĕтленет. Çар ретĕнче тăнă çамрăка ĕлĕкрен чăн-чăн арçын вырăнне хунă.
Пăваялĕнчи Артем Никифоров, кăçал И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер, повестка илсен питĕ савăннă. Ара тинех унăн ачаран ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланĕ. Салтака юрăхлă пулни пысăк телей-çке, мĕншĕн тесен хăшпĕр яш-кĕрĕм сывлăха пула Хĕрлĕ Çар ретне тăраймасть.
Артема утă уйăхĕнче салтака ăсатма туслă йыш пухăннă% тăванĕсем, çывăх çыннисем, савнă хĕрĕ, шкулта тата университетра пĕрле вĕреннисем. Чăваш йăли-йĕркипе салтак юррисем те юрланă. Хулпуççи çине тĕрленĕ алшăлли çакнă. Юратнă хĕрĕ ал тутри парнеленĕ. Хăна-вĕрле çамрăкпа пĕрле кĕрекере савăннă.
– Чăваш ятне ан яр, хăвна тивĕçлĕ тыт, – тенĕ вĕсем ыр сунса.
Каччă пехил сăмахĕсене манăçа кăлармастех. Йăх-ăрура салтак ятне чыслăн тытнисем сахал мар. Артемăн мăн аслашшĕпе мăн кукашшĕ Никифор Семеновпа Петр Петров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе хăйсен пурнăçне шеллемен. Шел пулин те, вĕсем юнлă çапăçу хирĕнчен чĕрĕ-сывă тухайман. Паттăрсен ырă ячĕсене тăванĕсем чĕререх упраççĕ. Никифор Семеновăн мăнукĕ – Ярослав Никифоров – Артемăн ашшĕ. Вăл Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе Тинĕс-çар флотĕнче пурнăçланă. Аслă пĕлÿ илнĕ, нумай çул шалти ĕçсен районти пайĕнче тăрăшнă. 2011 тата 2015 çулсенче Чечняра, Ингушетире ĕçлĕ командировкăсенче пулнă. Мăшăрĕпе виçĕ ывăла çут тĕнче парнеленĕ. Артемăн пиччĕшĕ – Алексей – пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Шăллĕ, Дмитрий, Кĕçĕн Кипекри шкулăн вĕренекенĕ. Кăçал çиччĕмĕш класра ăс пухма пуçлĕ. Пĕртăванне вĕсем салтакран таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ара пĕрле кил-тĕрĕшри ĕçсене тума çăмăлрах, пушă вăхăта та ирттерме кăсăклăрах.
Каласа хăвармалла, Артем Никифорова Канашри чукун çул вокзалĕнчен салтака ăсатнă. Мăнукне ырă сăмахсем калама ку тăрăхра пурăнакан кукамăшĕ – сакăрвунă çултан иртнĕ Нина Петрова та – çитнĕ.
– Салтак çулĕ такăр пултăр! – пехилленĕ вăл.
Çар тивĕçне пĕр çул анчах пурнăçласан та уйрăмах ашшĕпе амăшĕшĕн вăхăт часах иртмĕ. Апла пулин те ывăлĕ çĕршыв хуралĕнче тăма тивĕçнипе вĕсем мăнаçланаççĕ.
Пăваяль каччин служба Мускав облаçĕнчи Щелковăра космос çарĕсенче иртет. Паян, çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Артем Никифоров присяга тытать.
Çарта пиçĕхсе кăмăла çирĕплетни яш-кĕрĕме питех кирлĕ. Пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, ĕмĕтсем патне талпăнма çăмăлрах пулĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |