Чăн-чăн профессионал нимле вак-тĕвек саманта та куçран вĕçертмест, яланах тимлĕ, кирек мĕнле лару-тăрура хăвăрт тата тĕрĕс йышăну тума хатĕр – çак тĕп правилăсене пăхăнса тимлеççĕ следстви сотрудникĕсем.
Унчченхи эрнере, акă, республикăри следстви управленийĕн тата Чăваш енри ШĔМ-ĕн сотрудникĕсем Вăрнарта оперативлă ĕçсем ирттернĕ. Вĕсем районта çухалнă 69-ти хĕрарăма шырассипе тимленĕ. Çак кун шăпах поселок çумĕпе иртекен чукун çулăн территорийĕсене тишкернĕ. Ушкăнра управленин следователь-криминалисчĕ А.Киселев та пулнă.
– А.Киселев – опытлă, чи кăткăс преступленисене уçса пама пĕрре мар хутшăннă сотрудник. Шырав ĕçĕнче пĕтĕмпех, чи пĕчĕк деталь те, пĕлтерĕшлине лайăх пĕлет. Вăрнарти шырав мероприятийĕсем вăхăтĕнче те вăл чукун çул çывăхĕнчи курăк ăшĕнче мобильлĕ телефон выртнине асăрханă. Следователь тата унпа пĕрле ĕçленĕ оперативниксем темиçе метр аяларах аннă. Кĕçех телефон хуçи те тупăннă – çÿллĕ курăк хушшинче аслăрах çулхи арçын хускалмасăр выртнă. Вăл аран сывланине тата юн таппи те вăйсăр пулнине кура хăвăртрах васкавлă пулăшу чĕннĕ. Арçын аманни-суранланни курăнман пулин те, вăхăта сая яма юраман. Медиксем те çийĕнчех пулăшу кÿнĕ, ăна больницăна илсе çитернĕ. Апла пулин те йĕрке хуралçисем хăйсем çăлнă çынна пĕччен хăварман. Унăн сывлăхĕшĕн текех нимле хăрушлăх çукки çирĕпленсен кăна шырав маршрутне таврăнса ĕçе малалла тăснă. Каярах палăрнă тăрăх, ку районти 80-ри çын пулнă-мĕн. Килне, кÿршĕ яла, çуран утнăскер, тăрук хăйне япăх туйнă та тăнне çухатса ÿкнĕ. Мĕн вăхăт выртнă ватă çын чукун çул çывăхĕнче – паллă мар. Телее, шырав ушкăнĕ ун тĕлне пулнă, – пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн пресс-служби.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |