Кану паркне хăтлăх кĕртеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.08.2020, 14:28 Просмотров: 432

Вăрнарти культурăпа кану паркĕнче хĕрÿ ĕç пырать. Аякранах техника шавĕ илтĕнет. «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем кунта электричество юписене вырнаçтарма вырăн хатĕрлеççĕ, пляж волейболĕн площадкине йĕркелеççĕ, тротуар сарма палăртаççĕ. Ку ĕçсене авăн уйăхĕнче вĕçлемелле.

Палăртмалла, вĕсем «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» программăпа пурнăçланаççĕ. Çак тĕллевпе федераци тата республика бюджечĕсен кăçала 8,5 млн тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмĕшле проекта пурнăçа кĕртме вара 80 млн тенкĕ ытларах тăкаклама пăхнă.

Парка хăтлăлăх кĕртессине поселокра пурăнакансем ырласа йышăнчĕç. Унччен маларах, 2019 çулта, проекта хатĕрлекенсем парка мĕнлерех йĕркелес планпа паллаштарнăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн, ку Вăрнар поселокĕнчи чи илемлĕ вырăн пулмалла. Кунта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене канма, уçăлса çÿреме хăтлă пултăр тесе тĕрлĕ зонăсем йĕркелесшĕн. Кафе, ача-пăча лапамĕсем, культурăпа массăллă кану мероприятийĕсем ирттермелли вырăн та пулмалла. Паркра ÿсекен вĕтлĕхсене касса уйрăм йывăçсене сыхласа хăварма, вĕсен хÿттинче ларса канмалли вырăнсем те тума пăхнă. Парка çуллахи вăхăтра çеç мар, хĕлле те усă курма палăртаççĕ. Хальлĕхе ку ĕçсем малашлăхра-ха. Анчах та пуçламăшĕ пур, вĕçĕ те пуласса шанас килет.

Тунтикун паркра район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев пулчĕ. Вăл подрядчиксемпе калаçрĕ, пурнăçланă ĕçсен калăпăшне курса хакларĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика