Шухăшлама хистеçççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.08.2020, 10:00 Просмотров: 247

Чăваш кĕнеке издательствинче кĕçĕн çулхи ачасем валли чылай кăларăм кун çути курать.

Ача-пăча литературин çÿлĕкĕ тепĕр кăларăмпа пуянланчĕ – Марина Карягинăн «Чĕвĕлти чĕкеç чĕппи» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ун алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2019 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Наталья Васильева.

Кĕнекене пурĕ 24 сăвă кĕнĕ. Вĕсем пурте пĕр саспаллинчен пуçланакан сăмахсенчен тăраççĕ. «Чимĕр-ха, пирĕн алфавитра вăтăр çичĕ саспалли-çке!» – тесе шухăшласа илтĕр ахăртнех. Ăнланманлăх сиксе тухасран Марина Федоровна çакăн сăлтавне те уçса парать. Ъ, ь – сассăр паллăсем, сăмах варринче те вĕçĕнче кăна тăраяççĕ. Чăваш чĕлхинче б, г, д, ж, з, р, ф, ц, щ хупă тата ă, о уçă сасăсем вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсен пуçламăшĕнче çеç тĕл пулаççĕ. Сăвăсем хыççăн ыйтусем пур. Вĕсем ачасене шухăшлама хистеççĕ, хайлава лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ.

Ольга ИВАНОВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика