Çемье ăшшинчен хакли мĕн пур-ши? Ÿссе çитсен кайăк чĕпписем пек салансан та ача-пăча çуралнă тăрăха васкать.
– Тăван çĕршыв пĕрре, анне те пĕрре,– палăртрĕ Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлесе пурăнакан Акулина Петрова.
Ашшĕ темиçе çул каяллах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă, çавăнпа та амăшĕ чĕрĕ-сывă пулни çамрăкшăн чăн пысăк телей.
– Пире пурнăç парнеленĕ çывăх çыннăмăр пуринчен ырри, лайăххи, илемли, тăрăшулли. Аннепе чух хăюллăнах чуна уçса калаçма пулать. Вăл яланах тĕрĕс çул кăтартать, йăнăшма памасть, – калаçăва малалла тăсрĕ Акулина. – Хăйĕн ачисем пурте Тăван çĕршыва юрăхлă çитĕнччĕр тесе мĕнпур вăйран тăрăшать. Анне выльăх-чĕрлĕх картиш тулли тытать. Сĕтел экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе тулăх пултăр тет.
– Кунĕпе темĕн тума та ĕлкĕрет, пур ĕçе те типтерлĕн пурнăçлать. Аннеçĕм тĕрлĕрен тĕрлĕ чечексем çитĕнтерме те питĕ кăмăллать, – сăмах хушрĕ тепĕр хĕрĕ Елена.
Ача-пăчан хисепне туйсах тăратăн пулсан епле хĕпĕртемĕн-ха? Пилĕк ача амăшĕн Ирина Петрован сăн-питĕнчен савăнăç куççулĕ юхса анчĕ. Андрей, Елена, Акулина пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Андрей çемьеллĕ, унăн ывăл çитĕнет. Кăçал, акă, Ирина Анатольевнăн тăваттăмĕш ачи Дмитрий та Шупашкарти техникумран вĕренсе тухнă, диплом илсенех ĕçе вырнаçнă. «Анне, эпĕ те халĕ çемье бюджетне пуянлатма пулăшăп», – çирĕппĕн каланă вăл.
Чи кĕçĕнни Иван – шкул вĕренекенĕ, кăçал пиллĕкмĕш класа каять. Пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем ырă тĕслĕх кăтартнăран вăл вĕсем пекех хастар та правур. Кил хуçалăхĕнче тăрăшма ÿркенмест.
Петровсен тăванлăх туртăмĕ пысăк. Шăллĕне çуралнă кунпа саламлама пурте тенĕ пекех пуçтарăннă.
– Ерçеймесен те ачасем пĕр куна та пулин килсе кайрĕç, – савăк кăмăлпа калаçрĕ Ирина Анатольевна. – Шăллĕне уявпа саламларĕç.
Ачисем пуçтарăнсан амăшĕн савăнăçĕ вĕçĕ-хĕррисĕр. «Тăвана тăван ан мантăр нихăçан», – тет вăл яланах. Вăхăчĕ ытла та хăвăрт шăвать-çке. Ара, нумаях та пулмасть Ирина Петрова хăйĕн тĕпренчĕкĕсене çепĕç сасăпа сăпка юрри юрласа, юмах каласа çывăрттарнă. Тепĕр чух хăй çиес çăкăрне те вĕсене панă. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Халĕ, ав, аслă ачисем пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утаççĕ, амăшне укçа-тенкĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ. ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ çиттĕр тесе хĕрĕсем амăшне Крыма канма илсе каясшăн.
Ирина Анатольевна чун ăшшине шеллемест, çавăнпа та ачисен пархатарне курать.
– Анне юратăвĕ çăлкуç пек тапса тăрать,– теççĕ ачисем. – Эпир ун умĕнче пуç таятпăр.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |