Христианинсем ĕнер, çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пыл Сăпасне уявларĕç. Пыл илсе сăвапласа çирĕç. Пĕрремĕш Сăпас – çуллана ăсатни те.
Çак çимĕç питĕ сиплĕ. Унпа ĕлĕкренех тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕленме усă курнă. Асăрхăр% пылра организма çирĕплетекен 300 яхăн усăллă япала.
Вĕлле хурчĕ питĕ тăрăшуллă. Ахальтен мар маттуррисене «пыл хурчĕ пек ĕçчен», теççĕ. Ырми-канми тăрăшакан хурт-кăпшанка халалласа сахал мар хайлавсем çырнă. Акă, чăвашсен паллă поэчĕ, драматургĕ Федор Павлов «Вĕлле хурчĕ – ылтăн хурт» ятлă сăвă та шăрçаланă. Литературăра тата ытти тĕслĕхе илме кăтартма пулать.
Пыл хурчĕсем 80 процента яхăн ял хуçалăх ÿсен-тăранне, нумай çул ÿсекен курăксене шăркалантараççĕ, тăван тавралăха упраса хăварма пулăшаççĕ. Çавăнпа та этемĕн çак хурт-кăпшанка хаклама пĕлмелле. Вĕлле хурчĕсем пĕтсен ÿсен-тăрана шăркалантаракан юлмасть, вара вăрлăх та пулмасть. Этемĕн те, выльăх-чĕрлĕхĕн те апат рационĕ самаях чухăнланĕ.
Пыл хурчĕсемсĕр пурнăç çук. Çакна кашнин асра тытасчĕ.
Николай ВАСИЛЬЕВ.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
