Андриян Григорьевич Николаев кос-монавт тĕнче уçлăхне иккĕмĕш хут «Союз-9» караппа вĕçнĕренпе 50 çул çитрĕ.
Çĕрпел – Çармăс тăрăхĕнче çак куна ахальтен мар астуса паллă тăваççĕ. «Союз-9» командирĕ вĕсене çав йывăр вĕçев çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. 1970 çулхи июнĕн 1–19-мĕшсенче иртнĕ çав вĕçев вăл вăхăтра чи вăрăмми, чи кăткăсси пулнă: 17 талăк та 16 сехете, 58 минут та 55 çеккунта тăсăлнă. Андриян Григорьевич икĕ рейспа (малтан 1962 çулта «Восток-3» караппа августăн 11–15-мĕшсенче вĕçнĕ) космосра пурĕ 21 талăк та 15 сехет, 20 минут та 55 çеккунт ĕçленĕ. 1974 çулта ăна космонавтсем хатĕрлекен Центрăн начальникĕн пĕрремĕш заместителĕ туса хунă. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ отставкăна тухичченех службăра çак должноçра тăнă.
Сăнÿкерчĕкре – «Янгорчино» колхоз ял-йышĕ космонавта Çĕрпелти культура çурчĕ умĕнче кĕтсе илнĕ самант (1975 ç.).
М.Васильев.
Ноябрь 2024 |