Иртнĕ эрнекун районти çул çинче синкерлĕ тĕслĕх çырăннă. Чăваш енри ГИБДД Управленийĕн информацийĕ тăрăх, авари «Никольски–Етĕрне–Калинино» автоçулăн пирĕн районти участокĕнче пулнă. Çав тери пысăк çухату – 37-ри çамрăк хĕрарăмăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă.
«Ку инкек 12 сехет иртсен пулни паллă. Малтанхи тĕрĕслев кăтартнă тăрăх, «Киа-Спектра» машинăн водителĕ хирĕç çул çине тухнă. Çавна май ВАЗ-21110 автомобиль çине кĕрсе кайнă. «Калина» водителĕ, хамăр район хĕрарăмĕ, çапăнасран хăтăлас тесе кюветалла пăрăннă. Анчах ĕлкĕреймен – ăна шăпах хăй ларнă енчен хытах лекнĕ. Çамрăк хĕрарăм хăрушă инкек вырăнĕнчех вилсе кайнă. Тепĕр машинăн водителĕпе 51-ри пассажирне районти больницăра медицина пулăшăвĕ кÿнĕ. ГИБДД сотрудникĕсен шухăшĕпе, иномарка водителĕ çанталăк условийĕсене, çумăр çунине, кура тивĕçлĕ хăвăртлăха тытса пыман. Кунсăр пуçне машинăн резина тĕсĕсем тĕрлĕрен пулнă – çул-йĕр правилисемпе килĕшÿллĕн кунашкал çÿреме юрамасть. Чăваш енри ГИБДД Управленийĕн даннăйĕсем тăрăх, «Киа» водителĕ çул-йĕр правилисене пăснине кăçал 5 хутчен регистрациленĕ. Пурте – хăвăртлăха палăртнинчен ÿстернĕшĕн. Ку инкеклĕ тĕслĕх тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă», – пĕлтерет Чăваш енри Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
