Шкул ыйтăвĕ тĕп вырăнта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.08.2020, 09:07 Просмотров: 363

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен вăхăт нумай та юлмарĕ, çавна май шкулсене ачасене йышăнмашкăн хатĕрлесе çитерес ыйтусем мала тухаççĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура та çак тема тавра калаçу пулчĕ.

Вĕрентÿ министрĕ Сергей Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, шкулсенчи юсав ĕçĕсемсĕр пуçне ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк. Шкулсене сывлăш рециркуляторĕсемпе тивĕçтермешкĕн пысăк укçа уйăрнă – вĕсене 13 пин ытла вырнаçтармалла. Апатланăва та тĕрлĕ класăн вăхăтра каймалла. Чăн та, ачасем йышлă шкулсенче çак йĕркене пăхăнма йывăр – чăрмавсăр пулмĕ. Тĕрлĕ сас-хура çÿрени пирки каланă май татăклăн çирĕплетрĕ% ачасем шкулсенче маскăсемпе пулмĕç, сывă пулнине кăтартакан справкăсем те ыйтмĕç.

Олег Николаев 1–4-мĕш классене тÿлевсĕр вĕри апат çитерессипе пайăррăн кăсăкланчĕ те – министр уçăмлă хурав пачĕ: çакăн валли пĕтĕмпе 246,6 миллион тенкĕ кирлĕ. 244 миллионне федераци бюджетĕнчен уйăрмалла. Регионсен суйлама ирĕк пур: ирхи е кăнтăрлахи апат пулмалла. Чăваш енре ирхи апат пулĕ – ачасем 1-мĕш е 2-мĕш урок хыççăн апатланĕç. Кунне пĕр хут вĕри блюдăпа. Апатăн вăтам хакĕ 52 тенкĕ ытларах, ачасемшĕн вăл тÿлевсĕр пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика