«Августпа» пĕрле завод сулмаклăн аталанать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.08.2020, 17:03 Просмотров: 432

Августăн 31-мĕшĕнче «Август» компани хăйĕн 30 çулхи юбилейне паллă тăвать. Мускавра йĕркеленнĕскер, 25 çул ĕнтĕ Чăваш енпе таччăн çыхăнса ĕçлет. Шăпах кунта, 1995 çулта, Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче, ÿсентăрансене хими мелĕпе хÿтĕлекен препаратсем кăларассипе Раççейри чи пысăк производителĕн аталану тапхăрĕ пуçланнă.

Халĕ компанин тăватă завод ĕнтĕ, çĕннисене Белоруссире (2007 çул), Тутарстанра (2019 çул), Китайра (2020 çул) çĕкленĕ, анчах та Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ халĕ те тĕп производство площадки шутланать. Предприяти ÿсентăрансене хÿтĕлекен 100 ытла тĕслĕ препаратне туса кăларать, пысăк пайĕ – гербицидсем. Заводра 700 ытла çын тăрăшать. Кăçалхи çур çулта вăтам шалу 51 пин тенкĕпе танлашнă. «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ çулсерен Чăваш ен бюджетне пысăк укçа-тенкĕ хывать, 2019 çулта, сăмахран, – 600 млн тенкĕ ытла.

Хăй вăхăтĕнче Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ «Август» компанипе пĕрлешни – ун шăпинчи ырă пулăм. Компани ĕç-хĕле пĕлсе, çÿллĕ шайра йĕркелекен инвестор шутланать. «Август» панкрута тухма пуçланă завода реконструкцилесе, производствăна çĕнетсе улăштарнă. Халĕ вăл Хĕвелтухăç Европа çĕршывĕсенче хăйĕн сегментĕнче чи лайăххисенчен пĕри пулса тăчĕ. Унсăр пуçне, вăл поселок территорине хăтлăх кĕртессипе нумай ĕçлет.

«Август» компание Вăрнарта 1995 çулта епле кĕтсе илни аса килет. Политика тата экономика кризисĕн çулĕсенче ют çынсене поселокра шансах кайман. Хаçатсенче «Прилетели москвичи на вурнарские калачи», «Вурнарский переворот» тата ытти ятсемпе статья хыççăн статья тухатчĕ.

«Август» компанин генеральнăй директорĕ А.М.Усков çак тапхăрта аса илсе çапла каласа кăтартать: «Пĕрремĕш хут эп Вăрнара 1993 çул вĕçĕнче килнĕ. Тĕллевре ку предприяти мĕнпе «сывланине» пĕлес килни пулчĕ. Чек аукционĕнче эпир Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн тата ÿсентăрансене хими мелĕпе хÿтĕлекен хатĕрсем кăларакан Щелковăри агрохими тата Средневолжскри химикатсен завочĕсен акци пакечĕсене туянтăмăр. Америкăри, Европăри чылай çĕршыври, Японири производствăсемпе паллашнă хыççăн пĕр шухăш патне килсе тухрăмăр – кун пек ĕçлеме юрамасть. Виçĕ завочĕ те панкрута тухма патне çитнĕччĕ. Майсене шута илсе çакна ăнлантăмăр – виçĕ заводран пĕрне кăна туртса кăларма тата çĕклеме пултаратпăр, ыттисенчен пĕчĕкрех пулнăран Вăрнарти завода суйласа илтĕмĕр. Ун чухнех ăнланнăччĕ, тĕнчере порошок евĕрлĕ хими препарачĕсене сахалрах туянаççĕ, кунта вара ун чухне вĕсене шĕвĕ формăпа кăлармастчĕ. 1998 çулхи августра ку енĕпе реконструкци ĕçĕсене пуçăнтăмăр. Çав уйăхрах çĕршывра кризис пулса тухрĕ, пирĕн капиталăн пысăк пайĕ «çунса» кайрĕ. Эпир çапах та çĕнетÿ ĕçĕсене вĕçлеме тата 1999 çулта шĕвĕ препаратсем кăларакан линие хута яма пултартăмăр. Ку завод аталанăвĕнчи çĕнĕлле, çирĕп утăм пулчĕ».

Владимир Свешников директор ертсе пыракан Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ компанин шанчăклă аллисенче сулмаклăн аталанать. «Август» ку енĕпе инвестицисем хывсах тăрать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кăна оборудование, транспорт хатĕрĕсене çĕнетме, строительство çине тата çуртсене реконструкцилеме 142 млн тенкĕ янă.

Предприяти продукцийĕ Раççейĕн аграрлă мĕнпур регионне тата СНГ çĕршывĕсене ăсанать, çавăн пекех аякри ют çĕршыва та, Çурçĕр Африкăпа Латинла Америка таранах, экспорт ÿссе пырать.

«Август» компани Вăрнар поселокне тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе те чылай ĕç тăвать. Ăна пулах 2014 çултанпа ун сăн-сăпачĕ улшăнчĕ. Вăл йĕркеленĕ «Август» парк поселокăн чи хитре вырăнĕ пулса тăчĕ. Унта ачасем ашшĕ-амăшĕпе, аслашшĕ-асламăшĕпе хаваспах уçăлса çÿреççĕ, илеме, завод ĕçченĕсем тунă арт-объектсене кăтартма хăнасене чĕнеççĕ. «Август» спорта аталантарассине те тÿпе хывать. Компани вăрнарсем валли виçĕ хутлă фитнес-центр туса лартрĕ, тахçанхи ĕмĕте пурнăçларĕ – ишев бассейне çĕклерĕ. Вăрнара тивĕçлипех Чăваш енĕн футбол центрĕ тесе йышăнаççĕ, мĕншĕн тесен кунта ачасен командисем темиçе те, «Химик-Август» тĕп команда – Чăваш енĕн нумай хутченхи чемпионĕ, «Приволжье» МФС Кубокĕн тата Раççейĕн 3-мĕш лигăри чемпионĕ. Футболистсен тренировкăсем валли пĕтĕм услови пур% патшалăхпа бизнес партнерстви йĕркипе «Август» компани стадиона реконструкцилерĕ, хăйĕн укçипе раздевалкăсем, чупу çулĕсем, теннис кортне, хоккей коробкине çĕклерĕ.

«Август» Вăрнарти заводăн ветеранĕсене те яланах хисепре тытать. Компанире вĕсене, патшалăхăн мар пенсине пама йышăннă. 10 е ытларах çул ĕçленисене, çулсерен 428 ветеран вăтамран 7,5 пин тенкĕ хушма пенси илет, ăна кашни çулах ÿстерсе пыраççĕ.

– «Август» ăçта килет, унта хутлăха улăштарать% çĕнĕ корпуссем, цехсем, социаллă объектсем çĕкленеççĕ, – пĕлтерет А.Усков. – Çав вăхăтрах эпир ĕç тухăçлăхне темиçе хутчен ÿстерессине мала хуратпăр».

Людмила ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика