Ачалăх – ытармалла мар илемлĕ те ха-васлă вăхăт. Пĕчĕк чухне кăна эпир вак-тĕвекшĕнех савăнма пĕлетпĕр, ним пирки пăшăрханмасăр вылятпăр та юрлатпăр, кашни уява чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Кунĕ те тем вăрăмăш тăсăлнăн туйăнать.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Кăвак куçлă ачалăх» ятпа шăпах ачасене халалланă сăвă пуххи кун çути курчĕ. Унăн авторĕ – Николай Ыдарай ача-пăча çыравçи. Кăларăм редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Наталия Андреева.
Автор сăввисенче арçын ачасемпе хĕрачасем выляма та («Амăшĕ», «Мечĕк»), кĕнеке вулама та («Кĕнеке»), аслисене пулăшма та («Ма çапла?», «Анна», «Чĕпсем») вăхăт тупаççĕ. Вĕсем пĕчĕкренех ĕçчен, вăр-вар, пултаруллă.
Николай Ыдарайăн сăнарĕсем çивĕч туйăмлă, тимлĕ. Çакă вĕсем вĕçенкайăксемпе, чĕрчунсемпе пупленинче те курăнать. Автор ачасен шухăш-кăмăлне чăннипех ăнланни сисĕнет. «Выртать кавăн кунĕпе вĕренленĕ ĕне пек» тесе калама пуян чун-чĕреллĕ, сăнарлă шухăшлакан çын çеç пултарать. Арçын ачасемпе хĕрачасем поэт хăйсемпе пĕр чĕлхепе калаçнине туяççĕ, çавăнпа Николай Васильевичăн кĕнекисене хапăлласа йышăнаççĕ. Хитре ÿкерчĕксем те илĕртеççĕ, паллах.
Сăвăсем çăмăллăн вуланаççĕ, хăвăрт асра юлаççĕ. «Кăвак куçлă ачалăх» кăларăмпа эсир те паллашма васкăр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |