Уй-хирте

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.09.2020, 11:47 Просмотров: 385

Çак вăхăта илсен районта тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 16463 гектар çулнă тата çапса тĕшĕленĕ, плана 91 процент пурнăçланă. Вăтам тухăç – 31,9 центнер.

«Мураты» кооперативра тырпула пухса кĕртнĕ хыççăн çĕрулми кăларма тухнă. «Иккĕмĕш çăкăр» пуссинче 4 техника ĕçлет. Çавăн пекех Александр Аврамов фермер хуçалăхĕнче те çĕрулми кăлараççĕ.

Кĕр аки ирттерме 5127 гектар çĕр хатĕрленĕ, хура çĕре 4595 гектар шуратнă.

«Агрохмель» хуçалăхра хăмла пухассипе тăрăшаççĕ. Хальлĕхе ĕçе 2 гектар пурнăçланă. Хăмла плантацийĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 24 гектар. «Симĕс ылтăн» пахчинче иртен пуçласа каçчен тимлеççĕ.

Елена ТОЛСТОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика