Професси суйлатпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2020, 09:24 Просмотров: 391

«Кашни ачан ăнăçăвĕ» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш енри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче 6–11 классенче вĕренекенсене професси суйласа илме пулăшма «Пуласлăх билечĕ» проекта пурнăçа кĕртеççĕ. Вăл виçĕ тапхăртан тăрать.

Пĕрремĕшĕнче проекта хутшăнакансем комплекслă онлайн-диагностика тĕпчевĕ витĕр тухаççĕ. Шкул ачисем пулас профессие суйлама хатĕррине тĕрĕслеççĕ.

Иккĕмĕш тапхăрта ачасем профориентаци мероприятийĕсем суйлаççĕ, тĕрлĕ профессисемпе паллашаççĕ. Практика занятийĕсенче хăйсен вăйĕсене тĕрĕслеççĕ тата опытлă наставниксемпе калаçаççĕ. Онлайн-тестировани кăтартăвĕсем, мероприятисем пулса иртни пирки пĕлтерни, наставниксем ăс пани проекта хутшăнакансен уйрăм кабинечĕсенче цифрăллă портфолиосенче упранаççĕ.

Çак даннăйсене кура проектăн виççĕмĕш тапхăрĕнче кашни вĕренекен суйланă професси компетенцийĕпе килĕшÿллĕн уйрăм вĕрентÿ планне хатĕрлес енĕпе сĕнÿ-канаш – «Пуласлăх билечĕ» – илет.

Пирĕн республикăра проекта пурнăçлассипе 2018 çултанпа ĕçлеççĕ. Калас пулать, иртнĕ çул проекта 10 пин ытла ача хутшăннă.

Кăçал проект платформине ирĕклĕн кĕме май пур. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те хăйсен кабинечĕсене йĕркелеме пултараççĕ. Çамрăксене хăйсен вăйĕсене куçăмсăр майпа кăна мар, онлайн мелĕпе те тĕрĕслеме сĕнеççĕ. Çакна валли ятарлă программăсем йĕркеленĕ. Хăнăхусене килтен тухмасăрах илме пулĕ.

2020 çулта проекта Раççей Федерацийĕн 79 субъекчĕ хутшăнать, çав шутра – Чăваш ен те.

Ачасем 26 площадкăра профессисемпе туллинрех паллашма пултарĕç. Вĕсене Ворлдскиллсăн тĕнчери стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн суйланă тата оборудовани вырнаçтарнă. Çак площадкăсене техникумсен, колледжсен тата аслă шкулсен, Шупашкарти «Кванториум» ача-пăча технопаркĕ çумĕнче уçнă. Хальхи вăхăтра онлайн мероприятисем ирттереççĕ. Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса мастер-классенче куçăмлă майпа та ăс пухма пулать.

Проекта 6–11 классенче вĕренекен пур ача та хутшăнма пултарать. «Пуласлăх билечĕ» проектăн https:||bilet.worldskills.ru платформине кĕмелле те тестировани витĕр тухмалла. Каласа хăвармалла, пур теста, онлайн-курссене çăмăл вăйă меслечĕ евĕр йĕркеленĕ. Кашни вĕренекен мĕн суйламаллине тата миçе тапхăр тухмаллине хăех палăртать.

«Пуласлăх билечĕ» проекта темиçе хутчен те хутшăнма пулать. Хăвăра çĕнĕ профессире тĕрĕслес килсен проект патне каллех таврăнма май пур.

Проектăн регионти операторĕ – республикăри вĕрентÿ институчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика