Санитари авиацийĕн медиксен бригади сентябрĕн 14-мĕшĕнче пациента Вăрнартан Республикăри клиника больницине çитернĕ.
Вертолет район тĕп больници умнех анса ларнă. Экстреннăй вĕçеве пула йывăр чирлĕ çынна Шупашкара вăхăтра çитерме май пулнă.
«Медицина санавиацийĕ тытăмшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕслĕхре, акă, пирĕн пациента çийĕнчех операци кирлĕччĕ, çавăнпа та транспортировка ыйтăвне çав тери хăвăрт татма тиврĕ», – пĕлтерет Сергей Илюткин тĕп врач.
Санитари авиацине пирĕн республикăра «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ĕçе кĕртнĕ. Вăл квалификациллĕ специалистсене кĕске вăхăтра экстреннăй пулăшăва кирлĕ вырăна, чирлисене сиплев учрежденийĕсене çитерме пулăшать. Вертолетсене специализациленĕ оборудованипе хăватлатнă. Медицинăпа реанимаци пулăшăвне вĕçев вăхăтĕнчех пурнăçлама май пур.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |